Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕç хĕрсе çитнĕ вăхăт,

20 июля 2013 г.

"Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕç хĕрсе çитнĕ вăхăт, ĕнер кунта сĕлĕ çапса тĕшĕлессине вĕçленĕ. Ял хуçалăх предприятийĕн уй-хирĕсенче "Гундарь" сортлă сĕлле 45 гектар çинче çитĕнтернĕ.

Кăçалхи çанталăк условийĕ вырма ĕçĕсене маларах пуçăнма хистерĕ. "Рассветри" механизаторсем те иртнĕ çулхинчен 8 кун маларах хире тухнă. Çак вăхăтра вĕсем 20 гектар çинче çитĕннĕ пăрçана çулса валемсене хывнă. Иртнĕ эрнере çумăр çуса чăрмантарнăран ăна çийĕнчех çапса тĕшĕлеме пулман. Çавна май Михаил Петров, Валерий Сергеев тата Алексей Владимиров комбайнерсем сĕлĕ çапса тĕшĕлес ĕçе вĕçленĕ хыççăн виççĕшĕ те пĕр харăс пăрçа уйне куçнă. Вĕсен шанчăклă пулăшаканĕсем - Максим Петровпа Владимир Петров, Владимир Мясников та хăйсене шаннине тивĕçлипе тỹрре кăлараççĕ. Сăмах май, ял хуçалăх предприятийĕнче вырма ĕçĕсене пурнăçлама тăватă "уй-хир карапĕ" хутшăнать. Маларах палăртнă виçĕ комбайнерпа вĕсен пулăшаканĕсем тыр-пула çапса тĕшĕлеççĕ пулсан Александр Волкова выракан агрегата ĕçлеттерме шанса панă.

- Кăçалхи çанталăк условийĕнче тухăçлă тыр-пул алла илме пултарнипе мухтанаймăпăр паллах. Çакна шута илсе уй-хирте мĕн пуррине, çитĕннине тăкаксăр пухса кĕртессишĕн пĕтĕм вăйран тăрăшса ĕçлемеллине ăнланатпăр, - теççĕ Юрий Мясников председательпе Виктор Цыганов тĕп агроном. Сĕлĕ çапса тĕшĕлес ĕçе вĕçленĕ май кашни гектар пуçне шутласан вăтамран мĕн чухлĕ тухăç алла илнине те вĕсем татăклăн хуравлама пултараççĕ - 30 центнер. Кăçалхи лару-тăрура çак кăтарту япăх мар шутланать. Кĕрхи культурăсен тухăçĕ тата ытларах пулмалла. Вĕсене те паян-ыранах çапса тĕшĕлеме тытăнмалла. Таса, çум курăк çук лаптăксенче çитĕннĕ кĕр тыррисене, çумăр çуса чăрмантармасан, тỹррĕн çапса тĕшĕлеме шутланă. Ĕçе çакăн пек йĕркелеме май килсен вырмана чылай хăвăртлатма пуласса çăкăр туса илекенсем лайăх ăнланаççĕ. Сăмах май, ял хуçалăх предприятийĕнче кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 610 гектар çинчен пухса кĕртмелле.

Вырма ĕçĕсене пурнăçланипе пĕр вăхăтрах кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлессипе те тимлеççĕ. Сергей Кирилловпа Михаил Петров, Сергей Баймушкинпа Вячеслав Филатов механизаторсем пĕр çул ỹсекен курăксен 180 гектар лаптăкне кĕр тыррисене акма хатĕрлесе çитернĕ. Ăна пĕтĕмпе 220 гектар çинче акса хăварма палăртнă.

Сăн ỹкерчĕкре: комбайнера пулăшакан Вячеслав Мясников, комбайнерсем - Михаил Петров, Алексей Владимиров, Валерий Сергеев, тĕп агроном - Виктор Цыганов хăйсене шанса панă ĕç вырăнĕсенче тулли кăмăлпа тăрăшнине палăртаççĕ. Апла пулсан, ĕç çи чăрмавсăр, кал-кал иртмелле.

Светлана АРХИПОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика