Челкасинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Публикации » Анаткассем çĕрпе усă курма пĕлеççĕ

17 июля 2013 г.

Публикации » Анаткассем çĕрпе усă курма пĕлеççĕ

«Çĕр пире тăрантаракан», - тет Анаткасра пурăнакан Кирилловсен çемйи. Вĕсен кил хуçалăхĕнче пулса курмассерен çакă тĕлĕнтерет: пĕр канăçа пĕлмесĕр «кăткăсем пек» ĕçлеççĕ. Валерий Алексеевичпа Лилия Васильевна темиçе çул ĕнтĕ килти хушма хуçалăхра тĕрлĕ пахча çимĕç тухăçлă çитĕнтереççĕ.

Унччен маларах хулара пурăнакан çамрăк çемье пĕр шутласа тăмасăр тăван тăрăха таврăнма шутлать. Шупашкарти пĕр ача-пăча садĕнче ĕçлекен Л.Кириллова воспитательница хăйĕн малашлăхри пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарма шутланине малтанласа ĕненмелле те мар пек туйăнчĕ. Çакă чăннипех те чăнлăха çаврăннине вара вĕсем 25 сотка çĕр çинче тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтернинчен ăнланса илтĕм. Çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех базилик, укроп, петрушка, щавель, сельдерей, кинза, сухан туса илессипе тăрăшса вăй хураççĕ. Кашни пахча çимĕçе йăран туса лартаççĕ. Çуллахи шăрăх кунсенче вĕсене шăвараççĕ. Унсăр пуçне кашнинчех çум курăкне çумласа тăраççĕ. Çитĕннĕ пахча çимĕçсене касса тирпейлеççĕ. Çуллахи вăхăтра иртен пуçласа каçчен пĕр канăç та çук Валерий Алексеевичпа Лилия Васильевнан. Вĕсене вара Лилия Васильевнан амăшĕ Ольга Кирилловна тата хĕрĕ Ольга пулăшса пыраççĕ. Ватă кинемей çулĕсене пăхмасăрах лартнă пахча çимĕçе кашни кун шăварса тăрать. Кирилловсен çемйи туслă та çирĕп. Вĕсем ку е вăл ĕçе яланах пĕрле пурнăçлаççĕ. Улма-çырла туса илессипе те сахал мар тăрăшаççĕ. Акă виктори çырлинех çак кĕске вăхăтра лайăх пăхса ÿстерсе чылай сутма пултарчĕç. Ольга хĕрĕ çуллахи вăхăтра ашшĕ-амăшне пулăшсах тăрать: çум çумлать, ÿснĕ пахча çимĕçе касса тирпейлеме пулăшать.

Вĕсен пахчине пăхатăп та, вăл чăннипех те симĕс кавирпе витĕннĕ тейĕн. Кашни йăранĕ çинче ку е вăл пахча çимĕç культури пĕр тикĕссĕн шăтса тухнă, теприсем çинче вара вĕсем сип-симĕс ешерсе лараççĕ.

Лилия Васильевнан çакăн пек тухăçлă пахча çимĕç çитĕнтересси унччен маларах хулари пĕр пасара кайсан пĕр мăшăртан çынсем кĕске вăхăт хушшинче петрушка, укроп, сухан туянса пĕтернинчен пуçланнă. Çакна кура Кирилловсен çемйи çĕр улминчен ытларах пахча çимĕç культурисене çитĕнтерме пуçлать. 1990 çулсенче çак ĕçе пуçăннăскерсем, паян вĕсем ура çинче çирĕп тăраççĕ.

Хăйсен вăйĕпех пултаруллă çемье икĕ хутлă капмар çурт хăпартса лартнă. Унти пурăнмалли условисем хуларинчен пĕрре те кая мар. Шал енчен те пĕтĕмпех капăрлатнă.

Хĕл кунĕсенче те Кирилловсен çемйи ĕçсĕр лармасть. Вĕсем кил хуçалăхĕнче усă курмашкăн ăшă алсасем çĕлеççĕ.

Малашлăх тĕллевĕсем те пысăк ку çемьен. Халиччен çитĕнтермен пахча çимĕç культурисене те лартса пăхас кăмăллă вĕсем. Эппин шутланă ĕмĕчĕ пурнăçланса пытăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
429415, Урмарский район, с. Челкасы, улица Карла Маркса, дом 57
Телефон: 8(83544) 34-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика