Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Г.Н.Волков паллаштарчĕ

15 декабря 2012 г.

Присоединенное изображение
Оригинал изображения
 Халăх педагогикин никĕслевçине Геннадий Никандрович Волков академика халалласа çĕртме уйăхĕнче Аслă Елчĕкре "Волков вулавĕсем" наукăпа практика конференцийĕ иртнĕччĕ. Эпĕ унта ăсчахăмăр ĕçне малалла тăсакан çынсенчен пĕринпе - Тыва Республикинчен килнĕ Валентина Бегзиевна Монгушпа çывăх паллашрăм. Валентина Бегзиевна манран нумаях та çамрăк мар. Вăл тата делегаци йышĕнчи ытти çынсем, академикăн вĕренекенĕсем, унăн пултарулăхне палăртса каланă сăмахсем мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пурте лайăх ăнланчĕç. Çак тĕл пулу аса илмелĕх юлтăр тесе хам та "Йывăр çухату" ятлă пĕчĕк сăвă çырнăччĕ. Ăна мĕн пурин умĕнче вуласа пама май пулнишĕн савăнтăм. Валентина Бегзиевнăпа иксĕмĕр асăнмалăх сăн ỹкерттертĕмĕр. Вăл мана пĕчĕк сувенир парнелерĕ, телефон номерĕсемпе улшăнтăмăр. Халăх педагогикин никĕслевçине Г.Н.Волкова сума суса ирттернĕ тĕнче шайĕнчи конференци Аслă Елчĕк çыннисемшĕн сăмахпа каласа палăртма çук пысăк хисеп, чыс. Пĕрле вĕреннĕ чухнехи çывăх юлташăмăр Геннадий Никандрович Волков ман ăрури çынсен асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр асăнмалăх ят хăварчĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: Тыва Республикин хăни Валентина Монгуш тата Венера Кассирова ĕç ветеранĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика