Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунсерен çула тухать почтальон

13 июля 2013 г.

Урамра шăрăх-и, çумăр çăвать-и, аслати-и, çил-тăман вĕçтерет-и — почтальон яланах çула тухать. Хаçат-журналсене, çырусене тата ытти корреспонденцие ял çыннисем патне вăхăтра çитерес тесе тăрăшать. Почтальон ĕçĕ чăннипех те йывăррине пытарма кирлĕ мар. Кунсерен вăл вуншар километр утать. Хаçат-журналпа тивĕçтернисĕр пуçне пенси парать, тĕрлĕ тавар сутать, электроэнергишĕн, газшăн тÿлевне те йышăнать. Тĕрлĕ ĕç шанса панă паянхи почтальонсене. Çак ĕçре чăтăмлисемпе пуçаруллисем çеç тăрăшма пултараççĕ.

Урмаелĕнчи почта уйрăмĕнче шаннине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансем вăй хураççĕ. Ирхине вĕсем почта уйрăмĕнче хаçат-журнал, çыру, телеграмма йышăнаççĕ, кайран вара хăйсен участокĕсене васкаççĕ. Почта уйрăмĕн начальникĕ Эльмира Абзалетдиновна Адиева, Гузель Ринадовна Кумтова, Диляра Рауиловна Хамдеева, Эльфия Миназимовна Юсупова почтальонсем килĕштерсе ĕçлеççĕ. Çамрăк специалистсене Эльфия Юсупова пулăшса, вĕрентсе пырать. Вăл 12 çул почтальонра тăрăшать. Опытлă ĕçченрен вĕренмелли чылай.

— Шанса панă ĕçре пурте маттур. Плана яланах тултараççĕ. Хаçат-журнал чылай çырăнтараççĕ. Паянхи куна ял çыннисем 259 экземпляр «Вакыт» тата 31 экземпляр «Каçал ен» çырăннă. Ачасем валли те интереслĕ периодика чылай. Вулас кăмăл çеç пултăр, — тет почта уйрăмĕн начальникĕ Эльмира Адиева, ĕç-хĕлĕпе паллаштарса.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика