Малоянгорчинский территориальный отдел Цивильского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашнине пулăшма хатěр Петя.

17 декабря 2012 г.

   Çěрпÿ районěнчи Апакасси шкулěн 9 – мěш класěнче ăс пухакан Петя Яковлев Ваня пиччěшěпе мăнаçмаллипех мăнаçланать. Ара, вăл та ун пекех сывă пурнаç йěркине тытса пырать – çке. Вăлах ăна ишме, спорта юратма хăнăхтарчě. Акă виçě çул каялла Катя Всеволдовăна вилěмрен те çăлчě.

  …Çав кунхине Петя юлташěсемпе пěве хěрне кайрě. Сасартăк такам пулăшу ыйтса кăшкăрнине илтрě вăл, путакан хěр ачана курсан ним шухăшламасăрах шыва сикрě. Пěтěм вăйне пуçтарса Катьăна çыран хěрне илсе тухма пултарчех арçын ача.

  - Петя, питě пысăк тав! – терě ăна ун чухне вăйран кайнă тата сав тери сехěрленнě хěр ача.

  - Ишме пěлместěн тěк  мěншěн шыва кěретěн? Шывăн турачě çук текен каларăша пěрре те илтмен им эсě? – асăрхаттарчě арçын ача ăна ун чухне.

   Инкеке лекнě шăпăрлан ун çине айăплан пăхкаласа

  - Урăх… урăх  нихăçан та апла хăтланмастăп, - тесе сăмах пачě.

  Кун хыççăн тарăн шухăша путрě Петя. Чун ыратăвне юлташěсемпе пайлама тěв тытрě.

 - Тепěр чух хамăр тимсерлěхе тата айванлăха пула инкеке лекетпěр. Сăмăлттайлăх ура хурать мар – и тата! Кирек епле ěçе те çиччě виçсе касма хушаççě вěт – ха пире ватăсем, тет Петя мăн çын пекех.

   Паянхи кун Петя Яковлев пожарнăйсен дружининче шутланать. Ун чухне хăйсен шкулěнче РФ Черезвычайлă лару - тăру министерствин  Чаваш Енри Тěп управленийěн пуçлăхě Станислав Антонов пушар хуралěн çамрăксен йышне илнине сиреплетсе дружина значокěсемпе член билечěсене парса чыс турě.

 - Инкек сиксе тухсан аслисене чěнмелле,пытанса ларма юраманнине, çулăмпа тěтěм çук çěре е урама- хайсене турех тупма пултаракан вырăна тухма тăрăшмаллине яланах асра тытăр. Хăвăртан аслисене те, кěçěннисене те шăрпăкпа пěлсе уса курмаллине час – часах аса илтерěр. Пирус та çынна тем пысăкăш инкек кăтартма пултарассине шута илěр.

Пěр шăрпăк пěрчи пěтěм хуралтăна куç умěнчех кěл купи туса хăварма пултарать, - терě Станислав Юрьевич.

  Ãса вěрентсе каланă сăмахсене паянхи кунччен те асра тытать Петя. Кěçěн класра вěренекенсемпе ятарла тěл пулу ирттерсе пушар сиене пирки тусěсемпе ятарлă лекции ирттереççě.  

 

 

 

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники


Охрана труда в Чувашской Республике  Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика