Малоянгорчинский территориальный отдел Цивильского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Журналист чунěллě педагог

17 декабря 2012 г.

  

Çěрпÿ районěнчи Апакасси шкулěнче ачасене 13 çул чăваш чěлхипе литературине Елена Александровна Павлова вěрентет. Пушă вăхăтра вăл вара калав çырма кăмăллать.

    - Вуннăмěш класа пилěк çухрăмра вырнаçнă яла вăрман урлă пěчченех çÿреттěм. Питě шикленеттěм. Çав шиклěхе пусарас тесе сăвă хайлаттăм,юрă юрлаттăм. Хěлле юр çусан тавралăх çуталатчě те чунра та лăпкăрахчě. Йěлтěр çине тăрса пěлÿ çуртне те хăвăртрах çитеттěм, - иртнине аса илет пултаруллă педогог.

Тěрěссипе, пурнăсне журналистикăпа сыхантарасшăн пулнă Елена Александровна Хăйне валли çеç çырнă сăвă тетрачě пěррехинче юратнă педогог аллине лекнě. Вăл сěннипе тинех ěçěсене хаçата ярса пама тытаннă Лена.алла аттестат илсен пěтěм чун хавалěпе И.Н.Ульянов ячеллě Чаваш патшалăх университетне журналистика факультетне сул тытнă. Анчах унран хаçатра кун çути курнă материалсене ыйтсан йăлтах çухалса кайнă. Пике вěсене пухса ятарлă альбом тумаллине пěлмен – çке. Кăмалне хытарса чăваш филологийěпе культура факультетне кайса ыйту çырнă.

  Çук, асаннă факультетра ăс пухнишěн пěрре те ÿкенмест паян вěрентекен. Шкулта ěçлеме пуçласанах « çамрак хунав» литература кружокне йěркелене вăл. Ун патне çурекен ачасене сăвă- калав çырас вăрттанлăха алла илме пулăшнă. Ак халě улттăмеш класра веренекен Виктория хěрěнче те çырас туртăм палăрать.Час – часах алла ручка тытса сетел хушшине вырнаçать хěр пěрчи.республика шайенче иртнě « Халап хапха тăрринче» конкурсра 2 – мěш вырăн тухнă. Кěçěн хěрě Маша пěрремěшěнче ăс пухать. Унан тавра курăмě вара пачах урăхла. Задача шутлассипе малта вăл. Ирěк парсан çěрěпех тěрлě задача хуравěсене тупас тесе ларма пултарать.

    - Эпир аннене пите юрататпăр. Вăл тěрěс- тěкел ура çине тăратассишěн ырми – канми вăй хурать, - тесе Викăпа Маша амăшě çумне тěршěнсе.

 

        Серпу районе, Апакасси.                      

Мой МирВКонтактеОдноклассники


Охрана труда в Чувашской Республике  Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика