Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Эмметево" сахал яваплă юлташлăхра техника паркне çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

05 июля 2013 г.

Выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте хальхи вăхăтра уйрăмах тухăçлă усă куракан "Дон -680" йышши комбайна та вĕсем шăпах вăхăтлă кỹрсе килме пултарчĕç. Çĕнĕ техникăна шанчăклă çын - Александр Иванов аллине шанса панă.

Уй-хирти техника чăрмавсăр, кал-кал ĕçлени кунта тăрăшакансене пурне те хавхалануллă кăмăл-туйăмлă пулма хистет. Çапла майпа ял хуçалăх предприятийĕнче хĕл тапхăрне хатĕрленсе кĕске вăхăтрах сахал мар выльăх апачĕпе саппасланма пултарчĕç. Нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулнинчен 1400 тонна, пĕтĕмпе кирлин 86 проценчĕ чухлĕ сенаж хывса хăварнă.

Выльăх апачĕ турттарнă çĕрте тăрăшакан Венарий Захаров, Федор Иванов, Сергей Аверьянов, Михаил Коновалов механизаторсен, КАМАЗ водителĕн Валерий Лапшинăн кăмăлĕ те уçă. Мĕншĕн тесен вĕсене пурне те çĕнĕ техника шанса панă, çавна май ĕç тухăçлăхĕ те пысăк.

Ял хуçалăх предприятийĕнчи механизаторсем паян тесен паян вырмана тухма та хатĕр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене çителĕклĕ таран кỹрсе килнĕ. "Енисей-1200" йышши виçĕ комбайн та юсавлă, çитес эрнере тепĕр çĕнĕ "уй-хир карапĕ" - "АКРОС-540" кỹрсе килмелле.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика