Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Агро -100» клуб членĕсем паллă

29 июня 2013 г.

Шупашкар хулинчи Наци библиотекинче Пĕтĕм халăхсен ХХ наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Унта Чăваш Енри «Агро-Инноваци» унитарлă предприятипе республикăри ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем «Агро—100» клуба кĕме пултарнă чи лайăх хуçалăхсемпе паллаштарса презентаци йĕркеленĕ. Çак йыша 2012 çулта тăрăшуллă ĕçленĕ хуçалăхсем кĕнĕ. Чăваш Енри чи маттур хуçалăх вара — Çĕрпÿ районĕнчи «Авангард» ООО-«Цивильский бекон». Вăл пĕрремĕш вырăнта. Елчĕк районĕнчи 13 хуçалăх, Шупашкар районĕнчи 10 хуçалăх, Комсомольски районĕнчи 12 хуçалăх çак клуб йышне кĕме пултарнă. Районти хуçалăхсем «Агро—100» клубра çакăн пек вырăнсене йышăннă: «Слава картофелю» агрофирма (ертÿçи И.Х. Идиатуллин) — 10-мĕш, «Урожай» колхоз (А.Н.Ершов) — 11-мĕш, «Рассвет» ЯХПК (В.А.Никифоров) — 25-мĕш, «Искра» колхоз (А.Н. Зайцев) — 49-мĕш, «Слава» (М.А.Буслаев) — 51-мĕш, «Асаново» (А.Н.Бахтеров) — 57-мĕш, «Восток» (В.Г.Михеев) — 59-мĕш, «Труд» (Р.М.Шарафутдинов) — 69-мĕш, «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕ (М.Г.Шарафутдинов) — 67-мĕш, «Родина» фермер хуçалăхĕ (А.Е.Потемкин) — 74-мĕш, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕ (М.Р.Минатуллин) — 82-мĕш, «Лучсем» (Н.М.Иванов) — 93-мĕш.

«Агро-Инноваци» унитарлă предприяти 8 çул ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен ĕçне тишкерет, пĕтĕмлетÿсем тăвать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика