Кудеснерский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç тунă урасăр салтак

21 июня 2013 г.

“...Йĕрет Сивĕ çăл та,

Йĕрет Çич çырма,

Кăпшар шывĕ хатĕр

Юхмасăр выртма.

Вилнĕ паян Алентей,

Вилнĕ юратнă Ваçлей...” -

çапла çырнă ентешне халалласа Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерте пурăнакан Антонина Палайтиене. Сăмахăм кам çинчен пынине, хаклă вулакансем, ăнлантăр ĕнтĕ. Çапла, чăваш халăхĕн пултаруллă тепĕр çыравçине - Василий Алентее - аса илмешкĕн ку хутĕнче унăн çуралнă тăрăхне çитсе куртăм.

Музейре - вун-вун ал çырăвĕ

Чи малтанах Кĕтеснерти тĕп шкула çул тытрăм. Каникул пуçланнă пулин те пĕлÿ çуртĕнчен ача сасси каймасть. Вĕренекенсем лагере çÿреççĕ. Шкул музейне кăтартрĕç. 8-мĕш класс пĕтернĕ Катя Никифоровăпа Женя Иванова экскурси ирттерчĕç. Тăван ял масарĕнче пытарнă Василий Алентейĕн вил тăпри çине ачасем кашни çул кайнине, унта сăвăсем вуланине, чечексем хунине пĕлтерчĕç.

Шкул музейне 2005 çулта çеç йĕркеленĕ пулин те вăл экспонатсемпе пуянни савăнтарчĕ. Унтан та ытларах Василий Алентейĕн пысăк портретне стенаран çакнăшăн, ăна халалласа хатĕрленĕ стендсене упранăшăн хĕпĕртерĕм. Вĕсене хăйне евĕр йĕркеленĕ. Çыравçăн кун-çулне çырса кăтартнипе, сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарнипе кăна çырлахман ачасемпе вĕрентекенсем. Вĕсем ентешĕн шухăшĕсене пĕлтернĕ, унăн пултарулăхне хакласа республикăри паллă çынсем каланă сăмахсене илнĕ. “Уй-хир, вăрман, юхан шыв, кайăк-кĕшĕк - этемшĕн чи пахи, чи хакли пулмалла. Çавсем сывă пулсан çеç этем хăйне сывă, телейлĕ тесе шутлама пултарать. Эппин, упрамалла мар вĕсене!” - ăс парать Василий Степанович вулакансене. Çавăн пекех чăваш халăхĕн Кĕтеснертен тухнă мухтавлă ывăлĕн хăш-пĕр хайлавĕ епле çуралнине пĕлме май пулчĕ.

Музейре Василий Алентейĕн ал çырăвĕсем çыххи-çыххипе упранни пуринчен ытла тĕлĕнтерчĕ. Шкул ачисемшĕн, Кĕтеснерте çуралса ÿснĕ, тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсене çул тытнă çамрăксемшĕн мĕн тери пысăк пуянлăх ку. Ал çырăвĕсене тишкерсе тĕпчев ĕçĕсем çырмашкăн, ăслăлăхпа практика конференцийĕсене хутшăнмашкăн епле аван. Паллах, вĕсем унта мĕнле лекнипе кăсăклантăм.

- Çыравçăн хĕрĕсем хуларан илсе килнĕ. Çак пурлăха михĕсене тултарса çурăм çинче шкула аран йăтса çитертĕм, - терĕ чăваш чĕлхипе литература урокĕсене ертсе пыракан Людмила Николаева. - Хăшне-пĕрне пÿлĕмре упратăп. Урокра усă куратăп.

Пĕлÿ çуртĕнче пулнă май çамрăк ăру Василий Алентее манманни, унăн пурнăçĕпе хайлавĕсене аван пĕлни курăнчĕ. Шкул ачисем те паллă ентешĕн çулĕпе утма ăнтăлаççĕ, хаçат кăлараççĕ, унта сăвă-калав пичетлеççĕ. Шкулта чылай çул ĕçленĕ, директор та пулнă Анатолий Иванов “Çунатлă çамрăклăх” кружок йĕркеленĕ. Сăвăсем шăрçалаканскер вĕренекенсен хушшинче литература конкурсĕ çулсерен ирттерет.

Чĕрĕлсе тăрсан мĕн калĕччĕ-ши?

Анатолий Ивановичпа тата Кĕтеснерти хисеплĕ ытти ватăпа курса калаçма май пулчĕ. Вĕсем ялти вулавăша пуçтарăнчĕç. Антонина Палайтиене çыравçăран 19 çул кĕçĕнреххине, вĕсен пахчи хыçĕнче Алентейсен çурчĕ ларнине пĕлтерчĕ.

- Вăрçă хыççăн, фронтран урасăр таврăннăскер, туяпа тухатчĕ те Çич çырма, вăрман еннелле чылайччен пăхса тăратчĕ. Вăл Пантелеймон пиччепе туслăччĕ. Пĕр-пĕрин патне вĕсем çырусем яратчĕç. Çыравçă амăшĕ патне хуларан кĕнекесем илсе килетчĕ. Эпир вулаттăмăр, - калаçăва тăсрĕ Антонина Мефодьевна. - Ялтан хулана каймалла пулсан чылайăшĕ Алентейсем патĕнче çĕр каçнă. Василий Степанович питĕ лăпкă çынччĕ. Урасăр таврăнчĕ пулсан та пуç усмарĕ. Çыравçăсем пухăнатчĕç вĕсем патне. Илпек Микулайĕн “Хура çăкăр” романăн ал çырăвне вуланине ас тăватăп. Пирĕнтен, ялтан вĕренме пынă ачасенчен, мĕн ятлине ыйтрĕ. Эпир тăватсăмăр та Тоня ятлăччĕ. Илпек Микулайĕ эпир суятпăр тесе пире çав хайлава тек вулаттармарĕ.

Анатолий Иванов 30 ытла кĕнеке авторĕ çинчен ача чухнех, шкулта вĕреннĕ вăхăтра, унăн “Белый свет” ятлă калавне вуласа пĕлнĕ. Литературăра тарăн йĕр хăварнăскерпе пĕррехинче пĕр урапа çине ларса уя тухнă.

- Ĕçлеме каяттăмăр. Лав çине улттăн ларнăччĕ. Василий Степанович та хыçалалла ларчĕ. Пĕри маларах вырăн пачĕ пулин те ларма килĕшмерĕ. Питĕ сăпайлăччĕ вăл, çынна кансĕрлес теместчĕ. Салтака кайиччен комсомол ячейкине ертсе пынă хастар кÿрентерес мар тесе çынна йăвашшăн ăнлантаратчĕ. Сăмахран, ăна сăвă кăтартма пыракансен ĕçĕ тĕплĕ пулман тăк: “Кăмакаран иртерех кăларнă-ха”, - тетчĕ, - аса илчĕ Анатолий Иванович.

Вулавăша кĕçех Антонина Иванова çитрĕ. Вăл “Вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт” кĕнекене кун çути парнеленĕ çыравçăн тăван мар хĕрĕ. Антонина Васильевна 3-ре чухне ашшĕ вăрçăра пуç хунă. Василий Алентей тĕпренчĕкĕпе юлнă пĕччен хĕрарăма, Дарья Софроновнăна, качча илнĕ.

- Манра унăн юнĕ чупмасть пулин те тăван ывăл-хĕрне юратнă пекех ÿстерчĕ. Вăл районти типографире, хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ чухне 20 километра куллен тенĕ пекех парăнтарса атте валли апат илсе каяттăмччĕ. Виçĕ шăллăм çуралсан аттепе-анне хулана пурăнма кайрĕç. Эпĕ ялта асаннепе юлтăм. Кайран тата 3 йăмăк çутă кун курчĕ. Аттепе анне яла тăтăшах килетчĕç. Халĕ Нинăпа Лиза йăмăксем те манмаççĕ, ачисемпе час-часах килсе çÿреме тăрăшаççĕ, - пĕлтерчĕ Антонина Васильевна.

Василий Алентей авлансан мăшăрĕ килне пурăнма куçнă иккен. Çав çурт çине асăну хăми вырнаçтарнă, анчах вăл тĕссĕрленнĕ. Çыравçă çуралса ÿснĕ кил вырăнне кайса куртăм. Çав ÿкерчĕк халĕ те куç умĕнчен каймасть: ĕлĕкхи хапха, юнашарах йăтăнса анасла ларакан кивĕ пура, ăна çунса кайнă çурт вырăнне лартнă. Вĕсен умĕнче выртакан хăрăк йывăçсем вара ÿкерчĕке пушшех те тĕссĕрлетеççĕ.

- Юрий Иванов паян тесен халь çавсене тирпейлет. Çĕр хуçисем ирĕк памаççĕ. Ялта çакăн пек вĕт: хăв усă курмасан та çынна парас килмест. Пахчана выльăх-чĕрлĕх кĕрсе аркатать, улмуççисене пĕтерет, çынсем ун урлă çÿреççĕ. Карта тытмалла та ĕнтĕ... Çав пура вырăнне кивĕ пÿрт лартса ĕлĕкхи çурт-музей йĕркелесен çамрăксене кăтартма тем пек лайăхчĕ, - пăшăрханăвне пытармарĕ Анатолий Иванов. Вăл çак ыйтупа Кĕтеснер ял тăрăхĕн администрацийĕ ĕçлеменнине палăртрĕ. Унăн пуçлăхĕпе Анатолий Егоровпа лару-тăрăва уçăмлатас тесе калаçрăм.

- Çĕр Василий Алентейĕн шăллĕн ывăлĕн харпăрлăхĕнче шутланать. Авланманскер халĕ ялта пурăнни те курăнмасть. Унта карта тытма, çурт туянса лартма укçа çук, - ăнлантарчĕ Анатолий Григорьевич. Унран саккунпа килĕшÿллĕн çав çĕре туртса илме май пуррипе çукки çинчен ыйтрăм. Вăл çакăнпа малашне ĕçлесси çинчен пĕлтерчĕ. Йĕрке пулсан тем пекехчĕ.

Шкулти музее кĕрсе курсан, ватăсемпе калаçсан чун савăнчĕ. Анчах çав ÿкерчĕке курсан... “Вĕлле хурчĕ, ылтăн хурт”, “Виçĕ салтак”, “Виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр”, “Йăмрасем çаплах кашлаççĕ”, “Курăксене авса çил вĕрет”, “Пирĕн кил”, “Салтак чĕри”, “Тăрисем çÿлте юрлаççĕ” тата ытти кĕнеке авторĕ чĕрĕлсе тăнă тăк мĕн калĕччĕ-ши? Кĕтеснер - илемлĕ ял. Çырма-çатраллăскер курăкпа ешерет, ял-йыша темиçе çăл куç та сиплĕ шывпа савăнтарать. Çак илеме пĕтме парас марччĕ.

Виçĕ ывăлĕпе

мăшăрне пытарнă

Кĕтеснерсем пулăшнипе çыравçăн хĕрĕсемпе телефонпа çыхăнма, пĕринпе вара тĕл пулма та май килчĕ. Елизавета Васильевна амăшĕнчен 12-ре тăлăха юлнă, 29 çулта ашшĕне çухатнă. Хĕрарăмран ачалăха аса илме ыйтрăм.

- Ирхине вăранаттăм та тĕпел кукринче тăрмашакан анне юрланине илтеттĕм. Çав тери çепĕççĕн шăрантаратчĕ, уйрăмах “Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать” ятлине килĕштеретчĕ. Пысăк çемье пулнăран эпир, виçĕ хĕр пĕрчи, пĕр кравать çинче выртаттăмăр, арçын ачасем - теприн çинче. Çывăх çыннăм пире уçăлса кайсан утиялпа витетчĕ, ăшшăн чуп тăватчĕ. Эпир вара вăраннă пулсан та çывăранçи тăваттăмăр. Каярахпа, кăшт çитĕнсен, эпĕ диван çинче çывăраттăм. Атте ирхине туясем çине таянса ман патран иртнĕ чухне утиял айĕнчен курăнакан ураран кăтăкласа вылятчĕ, - аса илчĕ çыравçă хĕрĕ çывăх çыннисене.

Чылай çул каялла илемлĕ сăмах ăстисем пĕр-пĕрин патĕнче тăтăшах пуçтарăннă. Василий Алентей çемйи те хăнасене час-часах йышăннă.

- Ярославль урамĕнчи çуртра пурăннă чухне пирĕн картишре пĕренесем пурччĕ. Писательсем пухăнсан вĕсем çине ларатчĕç те чылайччен калаçатчĕç, алăпа хăлаçлансах пĕр-пĕрне ăнлантаратчĕç, сÿтсе яватчĕç. Çыравçăсенчен ытларах Куçма Чулкаç асра юлчĕ. Курпунлăскер шÿтлеме ăстаччĕ. Хăнасем пире, ачасене, сăвăсем калаттаратчĕç, - сăмах çăмхине сÿтрĕ Елизавета Карташева.

Василий Алентей çыравçăн ытти ывăл-хĕрĕ çинчен те пĕлес килчĕ. Елизавета Васильевнăран пĕр тăванĕсем çинчен калама ыйтрăм.

- Питĕ шел, пиччесем - Валера, Гена, Толя - пурте çĕре вăхăтсăр кĕчĕç. Пĕри те çемье чăмăртаса ача-пăчаллă пулаймарĕ. Валера 18 çулта яланлăхах куç хупрĕ. Вăл сăнĕпе те атте пекехчĕ, сăвăсем шăрçалатчĕ. Пирĕнтен уйрăлнă пур тăвана та Кĕтеснер масарĕнче пытарнă. Пиччесем Васильевсем пулнă тăк эпир, виçĕ хĕр - Нина, Таня, эпĕ - Алендеева хушаматпа çÿренĕ. Таня çемье чăмăртамасăр ывăл çуратрĕ, анчах çут тĕнчерен вăхăтсăр кайрĕ. Халĕ Володя Алендеев çеç кукашшĕ хушаматне малалла тăсать. Аппа Нина мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çуратса ÿстерчĕ, икĕ мăнукпа йăпанать. Манăн виçĕ ача, икĕ ывăлран пĕрне кукашшĕ ячĕпе хисеплерĕмĕр, - пĕлтерчĕ вăл.

Аппăшĕпе йăмăкĕ иккĕшĕ те вĕрентекен профессине суйланă. Елизавета Васильевна ачасене пĕлÿ тĕнчипе 27 çул паллаштарать. Кĕтеснерти тĕп шкулта вара, чăваш чĕлхипе литература пÿлĕмĕнче, Василий Степанович хĕрĕ патне янă çыру халĕ те упранать. Унта вăл Нинăна Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ ятпа саламланă. Учитель профессине - йывăр та сăпайлă, ачасене пĕтĕм чун-чĕре ăшăлăхне, юратăвне памалли ĕçе - суйланăшăн савăннине пĕлтернĕ, тĕрĕс утăмшăн ырланă.

Сăмах май, Василий Алентейĕн икĕ хĕрĕ те - хулара çуралса ÿснĕ пулин те - чăвашла илемлĕ, таса калаçать. Вĕсен тĕпренчĕкĕсем те кукашшĕпе кукамăшĕнчен куçнă чĕлхене манмаççĕ.

Василий Алентейĕн тăван халăх литературинчи ĕç-хĕлне асăнмасăр хăвараймăн. Елизавета Васильевнăпа çакăн çинчен те сăмах пуçартăмăр. Сăвăсем те шăрçаланă писатель хăйĕн çемйи çинчен “Сÿнми çăлтăр” хайлавра çырнă, ăна мăшăрне халалланă. Василий Степанович Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Пĕтĕм йывăрлăха тÿссе ирттернĕскерĕн йывăр тапхăр çинчен, салтаксен шăпи пирки чылай çырнă. “...Вăрманпа пĕр-пĕччен, тăлăххăн утса кайрĕ Кирук. Хĕвел анать. Хĕп-хĕрлĕ хĕвел йывăçсем хушшинчен йăл-йăл çуталса курăнчĕ-ха. Ун хыççăн тăмăч çухалчĕ. “Хĕвел халлĕхе çухалчĕ пулин те, ыран пурпĕр çĕкленет. Вăрçă хирне вара мĕн чухлĕ çăлтăрсем выртса юлчĕç, вĕсем нихăçан та çĕкленес çук”, - пăшăлтатрĕ Кирук”, - акă епле хурланса çырать пĕр урасăр таврăннă Василий Алентей «Виçĕ ывăл та виçĕ хĕр» романĕнче.

“Урасăр ватă салтакăн куçĕ вичкĕнччĕ, хамăр тавралăха курма-туйма ăстаччĕ. Çут çанталăкпа этем хушшинчи нихçан татăлми çыхăнăва çирĕплетсе пыма пайтах вăй хучĕ пирĕн чаплă çыравçă. Ку тĕлĕшпе чăннипех пурнăç философĕччĕ вăл”, - çырнă чăваш халăх писателĕ Николай Терентьев. Çак шухăшпа килĕшмесĕр тăраймăн.

“Ан тив! Пире вăл мул памарĕ,

Асфальт хывмарĕ ял патне.

Пире вăл урăхла чысларĕ -

Çĕклерĕ Кĕтеснер ятне.

Йăмри шавлать,

хăмли ши кайрĕ,

Калас килет чуна уçса:

Халĕ те пур “Тăрна сассийĕ”,

Халь те пурнать

çав “Хветуççа”, -

çырнă Анатолий Иванов. Василий Алентее халалланă çак йĕркесене Кĕтеснерсем ĕмĕр-ĕмĕр янăраттарасса шанас килет

Елена ТРОФИМОВА

 


Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика