Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕç яланах асра юлать

26 июня 2013 г.

Ырă ĕç яланах асра юлать

«Ырă ĕçĕн хакĕ пысăк», - тенĕ мĕн авалтан. Пирĕн тăрăхран тухнă паллă ентешсем тăван ене манманни, ун аталанăвĕшĕн пысăк тÿпе хывни пире савăнтарать.

Акă Чупай ял тăрăхĕнчен тухнă ятлă-сумлă çынсем сахал мар. Вĕсем хăйсен ырă ĕçĕсемпе яланах ял çыннисен асĕнче юлаççĕ.

Сăмахран, çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Тутарстанра «Эверест - турбосервис» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ пулса ĕçлекен В.Караваев тăрăшнипе Казански Турă Амăшĕн Турăшĕн чиркĕвĕ хăпарчĕ. Пирĕн ялтан тухнă тепĕр паллă çын вăл - А.Тимофеев. Вăл çине тăнипе районта «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществи «çĕнĕрен чĕрĕлчĕ» тесен те йăнăш пулмасть. Çавăн пекех Алексей Васильевич ял тăрăхне те курăмлă пулăшу кÿрет. Иртнĕ çулсенче шкулăн стадионне тимĕр карта тытса çавăрма пулăшнă, тĕрлĕ мероприятисенче яланах спонсорла пулăшу кÿрет. Халĕ вара Патти ялĕн масарĕнчен Чупай ял масарне вăрман витĕр çÿремелли çула тимĕр кĕпер хывнă. Унччен маларах кунта тарăн çырма пулнине кура каçса çÿреме йывăрччĕ. Çак ĕçре Ф.Егоров, С.Григорьев, Н.Александров, В.Никоноров, Н.Зарубин пысăк тăрăшулăхпа палăрнă. Асăннă ялтан тухнă пĕр тăван Павловсем те ял аталанăвĕшĕн тăрăшаççĕ. Вĕсем шкул, ял администрацийĕ ирттерекен тĕрлĕ уяв мероприятийĕсенче спонсорла пулăшу кÿреççĕ, унпа пĕрлех ял тăрăхĕн инфратытăмне аталантарма та пулăшаççĕ.

Эппин, пархатарлă, сăваплă ĕç тăвакансене Турă яланах пулăшса пытăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика