Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтпа тан утаççĕ

21 июня 2013 г.

Аслă Елчĕк библиотекинче вулакансен йышĕ палăрмаллах хутшăнса пырать. Пĕри кĕнеке илсе вулама, тепри электронлă каталогпа епле усă курмаллине вĕренме, шкул ачисем реферат е сочинени çырмалли тематика тупма килеççĕ. Чылай çул каяллах тивĕçлĕ канăва тухнă Николай Вастулов, Елчĕкри музей заведующийĕ Валентина Вастулова, Лидия Ласточкина ертỹçĕ, Владимир Чернов предприниматель пек кĕнеке вулакансем питĕ нумай.

Библиотекăра ялан çĕннине шырасси, халăха килĕшекен тĕрлĕ мероприятисем ирттересси паллă вырăн йышăнать.

Чăваш кружокĕсемпе пĕрле çамрăк çемьесен "Совет да любовь", ачасен "У Леопольда", "ЯÇкомпьютер" йышши клубсем ĕçлени те тĕрлĕ çулхи çынсемшĕн питĕ ырă тĕслĕх.

Библиотекăна уйрăм предпринимательсем, хуçалăх пуçлăхĕсем час-часах çỹреççĕ. Кунта вĕсем хăйсене кирлĕ информаци, литература тăтăшах тупса илеççĕ.

Ял халăхĕн тавра курăмне анлăлатас, вĕсене паянхи пĕлỹпе тивĕçтерес тесе тăрăшать те библиотека.

М.ПЕЧКОВА. Аслă Елчĕк.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика