Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăклăх çунатлă

19 июня 2013 г.

Эпĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче педагогикăпа психологи факультетĕнче 2-мĕш курсра вĕренетĕп. Пире çуллахи практикăна ача-пăча лагерĕсене каймалла тесен эпĕ хам вĕреннĕ Мăнçырмари вăтам шкула кайма кăмăл турăм. Куншăн эпĕ пĕрре те ÿкĕнместĕп.
Мана кунта питĕ килĕшет. Лагерь пĕр сменăпа ĕçлет, 25 ача (1-8 классем) хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ, тĕрлĕ енлĕ аталану илеççĕ. Лагерь ĕçĕ ирхи зарядкăран пуçланать. Темиçешер çул çÿрекен ачасем пур та - пĕрремĕш çул çÿрекенсем те лагерьти йĕркесене хăвăрт хăнăхаççĕ. Апатлану ассортименчĕ пуян. Е.Григорьева, З.Михайлова поварсем ачасем сывă та тĕреклĕ ÿсчĕр тесе тутлă апат хатĕрлеме, Н.Константинова кухня ĕçченĕ савăт-сапана таса тытас, ачасем ерекен чирсемпе ан чирлеччĕр тесе чунтан тăрăшаççĕ.
Кăнтăрлахи апатчен кану пÿлĕмĕнче пулатпăр: интереслĕ кĕнекесем вуласа вĕсем тăрăх калаçу ирттеретпĕр, хаçат-журналсенчи статьясемпе паллашатпăр, шашка-шахматла вылятпăр, тĕрлĕ ÿсĕмрисем хушшинче ăмăрту ирттеретпĕр. Наркотиксемпе усă курассине хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх пынине кура «Эпир - сывă пурнăçшăн» темăпа ÿкерчĕксен конкурсне ирттертĕмĕр.
Лагерьти пурнăç уйрăмах кăнтăрлахи апат хыççăн хĕрÿ. Ку вăхăтра эпир ытларах уçă сывлăшра пулатпăр. Шкул стадионĕнче тĕрлĕ енлĕ спорт ăмăртăвĕсем ирттерме питĕ кăмăллă, мĕншĕн тесен лагере çÿрекен ачасем пурте хастар хутшăнаççĕ: «Хаваслă стартсем», мини-футбол, пионербол, эстафета ăмăртăвĕсем час-часах ирттеретпĕр. Тĕрлĕ вырăна походсемпе экскурсисене кайма та палăртнă Т.Степанова лагерь начальникĕпе Е.Ильина тата Е.Степанова воспитательсем.
Лагерьпе шкулти тата ялти модельлĕ библиотека ĕçченĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Ачасем шкулти библиотекăра яланах кĕтнĕ хăнасем. И.Игнатьева библиотекарь çĕнĕ хаçат-журналсемпе тата «Тантăшри» материалсемпе паллаштарсах тăрать. Ялти библиотекăра ĕçлекен Н.Ильина шкул ачисене кашни ĕçех хутшăнтарать. Акă А.Пушкин çуралнă кун эпир «Пушкин вулавĕсем» темăпа иртекен мероприятие хутшăнтăмăр. Наталья Олеговнăн пулăшаканĕсем - ялти информаципе культура центрĕн ĕçченĕсем.
Л.Романовăпа Н.Ильина А.Пушкин пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç. Ун хыççăн ачасемпе тĕрлĕ конкурссемпе викторинăсем ирттерчĕç: А.Пушкин юмахĕсем тăрăх викторина; сăнарсем тăрăх юмах ятне каласси; сăвăсене йĕркипе вырнаçтарасси; Пушкин сăввисене илемлĕ вуласси.
Юлашки конкурсра 4-мĕш класра вĕренекен А.Архипов чи пултарулли пулчĕ. Конкурссемпе викторинăсенче палăртнă ачасене Н.Ильина «ылтăн пулă» парса хавхалантарчĕ.
Лагерьте ĕçлеме мана питĕ килĕшет. Тепĕр практика вăхăтне те эпĕ тăван шкултах ирттерес кăмăллă.
В.СЕМЕНОВА, шкул çумĕнчи кану лагерĕнче практика тухаканĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика