Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

 

Публикации » Тарăн йĕр Ко дню юбилея Петрова А.П.

18 июня 2013 г.

Шетмĕпуç ялĕ Хурăнкассинчен, Панклисенчен кăштах уйрăлса тăратчĕ: лаша вăйĕпе, вĕри пăспа тăла пустармалли машина пурччĕ кунта, хĕл кунĕсенче хăплаттарса ларатчĕ. Таврари ялсенчен килсе пустарса çынсем чĕрки-чĕркипе çемçе çăм пусма илсе каятчĕç. Шетмĕпуç çыннисем мăнкăмăлланатчĕç вара çак машинăпа. Çырма урлă 7 çул вĕренмелли шкулччĕ, унта уйрăмах хулăн сасăллă учитель ачасене вĕрентетчĕ, Çемен Палч тетчĕç ăна. Шел, вăрçăра фашистсемпе çапăçса пуçне хунă текен хыпар сарăлчĕ. Лайăхпа асăнатчĕç ăна. Кашни хĕлле Шетмĕпуçне аннепе килеттĕмёр, лаша хăвалаттăм, çемçе çăм чăлхаллă, тăлаллă пулаттăмăр. Çакăн  пек  асра  юлнă  Шетмĕпоç.

Вăрçă пĕтрĕ. Çулсем иртрĕç. Хурăнкассине çитме кашнинчех   Шетмĕпуç   ялĕ   витĕр   тухаттăм.   Аллăмăш, утмăлмăш çулсемччĕ. Малтан «Звезда», кайран Мичурин ячĕллĕ колхоз епле аталанса вăйланнине  куçкĕрет  сăнаттăм.

 Муркаш районне туса хуни 60 çул тултарать. Шетмĕпуç колхозĕн историйĕпе тĕплĕнрех паллашас тесе чылай çулсем хушши унăн ертÿçи пулнă Алексей Петрович Петровпа тĕл пултăм. Халĕ ĕнтĕ вăл тивĕçлĕ канура, анчах та, сăнарах пăхсан, унăн чĕрĕ  пит-куçĕнче  вăй-хал  тапса  тăни  курăнать.

Муркаш районĕ йĕркеленчĕ.  Халĕ ĕнтĕ Элĕке те  Ишлее  те  çуреместпĕр.   1944   çул,  хĕрÿ вăрçă вăхăчĕ.   Эпĕ  7-мĕш  класс  ачи,  -  пуçларĕ  асаилме Алексей   Петрович, астăватăп,   иртнĕ   1943   çул питĕ йĕпе  килчĕ. Авăнне  те  çапса  пĕтерейменччĕ. Эпир,   ачасем,   лашасен   витинче  тунă   йĕтем   çине çĕмĕлсем турттараттăмăр, лаша вăйĕпе ĕçлекен мотилкăпа авăн çапаттăмăр. Килте эпир атте, анне тата эпĕ.   Ёçленĕшĕн  улăм  илеттĕмёр,   унпа   пĕчĕк кĕлтесем    çыхса    кăмака    хутаттăмăр,    апат    пĕçереттĕмĕр.  Юрпа хутăшнă тырăна паратчĕç те  ăна типĕтсе, вĕçтерсе тасатса  армана   кăлараттăмăр.

Йĕркеллĕ çăнăхах мар, анчах теркăпа туртнă çĕрулмипе хутăштарса епле техĕмлĕ икерчĕ, çăкăр  пĕçертчĕ  анне.

Çăва тухрăмăр. Çĕрне кам ырханкка лашапа, кам килти вăкăрпа сухаласа çур аки турăмăр. Пĕр трактор та пулман. Эпир, ачасем, вăрмантан теле­фон юписем валли йывăç турттараттăмăр... Хыççăн хăвăртах Шетмĕпуçпе Муркаша телефонпа çыхантарчĕç...

1948  çулта  Алексей  Совет  çарĕн  ретне  тăрать, инçетри Кăнтăр Сахалинти танк чаçне лекет. Унта - 1 çул   хушши   танк   командире. 1952   çулта   киле таврăнсанах    ăна    вулав    çуртне    ĕçлеме    лартаççĕ, султалăкран ялканаш депутатне суйлаççĕ, нумай та вăхăт   иртмест   -   Алексей   ялканаш   председателĕ. Кунта çулталăк ĕçленĕ хыççăн Муркаш парти райкомне инструктора ĕслеме чĕнеççĕ. Кунта вăл 3 çул хушши  вай  хурать.

Эпир,  çулланнисем,  аван  астăватпăр,  вăрçă  вăхатĕнче   тĕпренех   юхăннă   ялхуçалăхне, колхозсене ура  çине  тăратса  çирĕплетес  тĕллевпе  Коммунистсен   партийĕн   тĕп   комитечĕ   30   пин   пултаруллă çынна   ялсене  яма   хушу   кăларчĕ.   Çак 30 пинрен пĕри - пирĕн Алексей  Петрович. Вăл  Муркашран 1957 çулхине Шетмĕпуç, Карманкасси, Катăкуй ялĕсенчен   тăракан   Калинин   ячĕллĕ   колхоза   ĕçлеме таврăнать.    1961 çулта   Турханпа   Сарчак   ялĕсем пĕрлешеççĕ те Мичурин ячĕллĕ пĕрлешуллĕ хуçалăх пулса тăрать. Халĕ нумайăшĕ Мичурин кам пулнине  те  тĕшмĕртмест.   Иван  Владимирович  Мичурин 1855   çулта   Рязань   кĕпĕрнинче   çуралнă   паллă   та чаплă ученай-биолог.  Вăл генетикăпа селекци мелĕсемпе усă курса улма-çырла паха сорчĕсене ÿстерсе   опыт   пухнă.   Мичурин   ĕçĕсене   пурнăçа   кĕртсе çĕршывра тырă-пулă, пахчаçимĕç,  улма-çырла  туса илессине  çуллĕ  шая  çитернĕ.   Çавна  май  шетмĕсен Мичурин ячĕпе мăнаçланма та май пур.  1972 çулхи ноябрьте   çак   колхоз   çумне   Тивĕш,   Автанкасси. Опрыскьял   пĕрлешсен,   пысăк   та   кăткăс   хуçалăх пулса  тăрать.

Пуçламăшĕнчи   1957-   1959   çулсене   лăпкăн   та сăнарлăн  асаилет  халĕ  ветеран:

- Колхозра ĕç дисциплини пулман, ĕçшĕн укçа валеçмен, тырри-пулли япăх - валеçсе пама май пулман. Малтанах тырăллăрах хуçалăхсенчен 500-600 килограмшар кивçен илсе çăнăх авăртса утă çулакансене тивĕçтермелле пулчĕ. Турханпа Очăкассинчен те 5-шер тонна кивçен илсе кашни ĕçе тухакана пĕрер килограмм çăнăх, ачасене 400-шер грамм парса тăтăмăр. Ун чухне Муркаш МТСĕ 1 комбайна, 1 ДТ трактора, ĕçлеттерчĕ пирĕн колхозра. 1958 çулта Хĕрлĕ Чутай вăрманĕнче çăка касса   килсе   шыва  хутса хуппинчен    курăс    тусан колхозниксем килĕсенче чăпта çапрĕç. Кашни чăптине вĕсенчен 40-50 пус-
па туянса Горький хулине илсе кайса 70-шер пуспа сутаттăмăр та услам илеттĕмĕр. Çапла
чылай укçаллă пултăмăр. Виçĕ çул ытла çакăн пек пурăнтăмăр. Кайран районти санэпиднадзорта ĕçлекенсем, капла нÿрĕ пÿртсенче ĕçлесе чахоткăна ерсе каятăр, тесе чăпта çапма чарчĕç. 1958 çулта çак услам укçине пĕр ĕçкунĕ пуçне 10 пус, 1959 çулта - 15 пус, 1960 çулта 30 пус валеçрĕмĕр... 1957-1958 çулсенче тырă-пулă гектартан 5-7 центнер, çĕрулми 60-70 центнер илтĕмёр. Ытларах выльăх-чĕрлĕх ыйтăвĕ çинче чарăнса тăрас килет. Шетмĕсен витесем пулман. Чĕчĕ пăрушĕсене çынсем патĕнче, колхоз правлени çуртĕнче 40-50 пуç пушмак пăру усратчĕç. Правленипе бухгалтери - ял çынни пÿртĕнче. 1958 çулта кивĕ хуралтăсене пăсса выльăх витисем тума пуçларăмăр, маччисене, çийĕсене хăма вырăнне улăм хытарса витеттĕмĕр. Тыррине те уйсенче çурлапа выраттăмăр. Çак çултах МТСсене пĕтерчĕç, çитменнине колхоза Элĕк районне куçарса пысăк пăтăрмах   турĕç   -   çÿреме   инçе,   1   грузовикпа,   1 комбайнпа, 1 ДТ, 1 кустăрмаллă тракторпа тивĕçтереççĕ колхоза. Кĕркунне 50 тонна çĕрулми сутса çĕнĕ грузовик, тепĕр çулне укçа пухса «Белорусь» трактор туянтăмăр. Халĕ ĕнтĕ кăштах техника пур - хĕл кунĕсенче Атăл леш енчен, Хĕрлĕ Чутайпа Сĕмĕрлерен строительство материалĕсем турттарма май килчĕ колхозăн. Йывăçран, кирпĕч-бетонран выльăх витисем ÿсе-ÿсе ларчĕç. Выльăх-чĕрлĕх ну-майрах усраса, унтан ытларах тупăш илсе пуянрах пурăнма пуçларĕ хуçалăх. Мичурин ячĕллĕ колхо­зăн ĕçĕ-хĕлĕ пичетре, радиора палăрмалла вырăн йышăнма пуçларĕ, - сăмахне малалла тăсать ветеран.

-        1970-1972 çулсенче тырă-пулă илессине 26-28 центнера, çĕрулмине 250-300 центнера çитертĕмĕр. Ял ĕçченĕ хĕпĕртесе, хавхаланса ĕçлет. Кашнин килне тулăх та савăкрах, тату пурнăç килчĕ. Элĕк районĕнчен Шупашкар районне, унтан Муркаш районне куçрăмăр. Халĕ ĕнтĕ ытла инçех мар райцентра çÿреме. Анчах пысăк çитменлĕх - тухса çÿреме çул çукки. Çак пăтăрмах Шупашкара кайма та самаях чăрмантарнă. 1978 çулта тин хамăр колхозран Муркаша, Шупашкара тухма асфальтлă çулпа пуянлантăмăр. Çак ĕçре уйрăмах пирĕн рабочисем активлă пулчĕç. Хамăр вăйпах Янăш çул юппине çити асфальтлă çул хыврăмăр. Паян кун та  çак  ĕçре  тăрăшнисене  тав  тăвас  килет.                                         Пултаруллă ертÿçĕсем ĕçлерĕç пирĕн районта. П.А.Журавлев, В.Ф.Григорьев, В.С.Краснов, А.П.Иваков, Л.С.Софронов, Е.А.Александров хуçалăх ертÿçисенчен, специалистсенчен çирĕп те юлташла ыйтни, бюрократла командăсем памасăр кашнин чунне тараватлăн кĕни - çакă ĕнтĕ район экономи­ки палăрмалла çуллĕ шая хăпарса пынин сăлтавĕ. Вĕсем ял халăхĕн нуши-тертне аван ăнланнă, йывăр  самантсенче  пулăшма  тăрăшнă 1975-1976 çулсенче Мичурин ячĕллĕ колхозра .40 трактора яхăн, 40 автомашина ытла, 14 комбайн пулнă. Ĕне-выльăх 1700-1800 пуç, 3000 сысна, 3000 чăх шутланнă. Кашни чăхран çулталăкра 300 çăмарта илнĕ. Аш-какай 500 тонна е 100 гектар пуçне 164 центнер тунă, сĕт сăвасси те ÿснĕ. Çак улăплă утăмсем Алексей Петров ертÿçĕрен кăна килмен. Патшалăх планне вăхăтра пурнăçлас, ĕç дисциплинине çирĕп шайра тытас, техникăна яланах юсавлă усрас ĕçре обществăлла организацисем те сахал мар вăй хунă. Вĕсен пĕр тĕллев пулнă: хуçалăх экономикине çултан-çул вăйлатмалла, машина-трактор паркне çĕнĕ техникăпа пуянлатмалла, умри задачăсене пурнăçлама   мĕнпур   колхоз   ĕçченĕсене   мобилизацилемелле. Çÿлерех кăтартнă цифрăсем çакна çирĕплетеççĕ те ĕнтĕ. 30 çул ытла механизаторта ĕçленĕ Фадей Серафимов, Елизавета Белова сысна пăхакан Ленин орденĕсене тивĕçнĕ тата ытти пысăк наградăсем илнĕ ĕçченсен ячĕсем районпа колхоз историйĕсене  ылтăн  саспаллисемпе  ĕмĕрлĕхех  кĕрсе  юлчĕç.

Шетмĕпуçĕнчи ялхуçалăх кооперативе чылайранпа Сурăм вăрманĕн пĕр илемлĕ уçланкинче вĕлле хурчĕсен утарне тытса тăрать. Унта пултаруллă, хăй ĕçне юратса тăвакан утарçă Василий Ильич Яков­лев ĕçлет. Пыл илес енĕпе районта та, республикăра  та  малти  вырăнта вăл.

...Катăкуй урамĕн пĕр вĕçĕнче ларакан ăшă пÿртре шăкăлтатса калаçса ларатпăр. Алексей Петровичăн мăшăрĕ Римма Михайловна пĕлĕмпе, ăшаланă кăлпассипе, вĕри чейпе сăйлать. Унăн та Шетмĕпуç историйĕнчи тÿпи çав тери пысăк. 43 çул хушши пĕр вĕçĕмсĕр ветфельдшер пулса хуçалăх выльăх-чĕрлĕхне сипленĕ, уйрăм çынсен выльăхĕсене те чир-чĕртен сыватма пулăшнă. Ырăпа асăнаççĕ ăна ял çыннисем. Алексей Петровичăн «Октябрь революцийĕ», «Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав», «Халăхсен туслăхĕ», «Хисеп палли» орденсем, Римма Михайловнăн «Ĕçлёх Хĕрлĕ Ялав» орден тата ытти хаклă наградăсем пур. Çак хисеп Алексей Петровпа Римма Хрусталевăсен килти экспозицине ытахальтен килмен. Пысăк сумлă çынсем вĕсем. Сывлăх хавшакрах пулин те, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк пăхаççĕ, çакăнта чун канăçлăхне тупаççĕ. Туслă мăшăр пĕр хĕрача ÿстернĕ,  вăл  Шупашкарта  пурăнать.

Чылай çул хушши тивĕçлĕ канура пулсан та, Алексей Петрович обществăлла ĕçе активлă хутшăнать. Вăл районти ваттисен канашĕн членĕ, тăван хуçалăхри правлени членĕ,  хисеплĕ  колхозник.

2003  çулхи кăрлач33

Первоисточник: Николай Лукич Яковлев «Сурaм caлтaрeсем»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика