Челкасинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Публикации » Ырă çын хыççăн ырă ят юлать

14 июня 2013 г.

Кивĕ Мăнтăрта пурăннă хисеплĕ çынпа Виталий Николаевич Николаевпа, ĕмĕрлĕхех сыв пуллашрăмăр. Йывăр чире пула унăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Виталий Николаевич хăйĕн пурнăçĕн пысăк пайне Вăрмарти куçса çÿрекен механизациленĕ колоннăра (ДПМК) ĕçлесе ирттерчĕ. 

Чи малтан эпĕ унпа 1977 çулхи çулла хам ДПМК-ра кадрсен пайĕнче ĕçлеме тытăнсан паллашрăм. Ун чухне вăл тĕп инженер пулса ĕçлетчĕ. Вăл вăхăтра ДПМК ячĕ хут çинче кăначчĕ. Ăна Вăрмартан Çĕнĕ Кавала тухса каякан шоссен сылтăм енчи таса уйра вырнаçтарма палăртнăччĕ. Вăл вăхăтра республикăра ун пек организаци виççĕ пулнă та ĕнтĕ, тăваттăмĕшне пирĕн район руководителĕсем (В.Алексеев, В.Смирнов) тăрăшнипе Вăрмарта уçма ирĕк панă. Унăн тĕллевĕ - Вăрмарпа Куславкка районĕсенчи шоссе çулĕсене асфальт сарасси пулнă. Пирĕн малтанхи вăхăтлăх кантур СМУ (КСО) Хĕрлĕ кĕтесĕнче вырнаçнăччĕ, пурте çав пÿлĕмре ĕçлеттĕмĕр, çынсене тин ĕçе илме пуçланăран нумайăнах марччĕ ун чухне.

Умра çав тери пысăк задача тăнă-таса уйра, производствăпа техника базине (гаражсем, мастерскойсем, складсем, кантур çурчĕ), асфальтпа бетон заводне (АБЗ) тата ун патне пыракан чукун çулне, пурăнмалли çуртсем тата ытти объектсем тумалла тата уйăрса паракан çул-йĕр техникине илсе турттарса килмелле пулнă. Çак ĕç А.Волоснов ĕçлеме пуçласан тапранса кайрĕ. Иртен пуçласа каçчен ĕç вĕресе кăна тăчĕ, хăй те халăхпа пĕрле пулма тăрăшрĕ, ĕçре хавахалантарса пычĕ (шел, вăл та пирĕн хушăра çук ĕнтĕ). Кĕске вăхăтра, пирĕн районта тепĕр организаци, ДПМК, хутшăнчĕ. 80-мĕш çулсем пуçламăшĕнче асфальт кăларма пуçларĕ. Чупай-Энĕшпуç, Кĕтеснер-Кивĕ Шулхан, Вăрмар-Кивĕ Вăрмар çулĕсене асфальт сартăмăр. Вăхăт иртнĕçемĕн ДПМК вăй илсе тĕрекленсе пычĕ, районта вăйлă организацисенчен пĕри пулса тăчĕ. Çуллахи çул-йĕр сезонĕ хĕрÿ вăхăчĕсенче ĕçлекенсен шучĕ 150-160 çынна çитрĕ. Мĕншĕн çыратăп-ха çак йĕркесене; Мĕншĕн тесен маларах асăннă Виталий Николаевич Николаев çав организаципе пĕрле мĕн малтанхи кунсенчен пуçласа вĕçне çитиччен, 2000-мĕш çулсемччен пĕр уйрăлми утса тухрĕ. Çулĕ вара пĕрре те çăмăл пулман. Перевозри çул-йĕр строительствин техникумĕнче çирĕп пĕлÿ илнĕ хыççăн вăл кунта прораб та, инженер та пулса вăй хучĕ, производствăри пĕтĕм ĕçе тенĕ пекех вăл йĕркелесе ертсе пычĕ, Виталий Николаевич халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пĕлнĕ, пур ĕçе те кирлĕ пек пĕлсе пурнăçласа пынă, пĕтĕм вăй-халне, пултарулăхне ĕçре кăтартнă, коллективра та, районта та пысăк хисепре пулнă. Пурне те çырса пĕтерейрес çук, самани улшăнман пулсан иртнĕ çул ДПМК 35 çул тултарнă пулĕччĕ. ДПМК çурчĕ умĕнчен иртсе кайнă чух ирĕксĕрех хыçа юлнă вăхăта, аса илетĕн, хăйсен пурнăçне унпа çыхăнтарнă çынсене аса илетĕн. Пĕрле ĕçленисенчен нумайăшĕ çук та ĕнтĕ пирĕн хушăра, çавăн пек Виталий Николаевич Николаев та уйрăлса кайни çемьепе тăванĕсемшĕн те, унпа пĕрле ĕçленĕ çынсемшĕн те питĕ йывăр. Мĕн тăвас тетĕн, шăпа тени хамăртан çеç килмест. Пурте Турă тивлечĕпе çÿретпĕр. Унăн çутă сăнарне ăна пĕлне çынсем ĕмĕр асра тытĕç.

Г. МАТВЕЕВА

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
429415, Урмарский район, с. Челкасы, улица Карла Маркса, дом 57
Телефон: 8(83544) 34-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика