Бишевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнасне ачасене тивесле пелу парас есе халаллана.

08 июня 2013 г.

 

1978 çулта Энтриялĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнăранпа кăçал 35 çул çитрĕ манăн. Çакăн чухлĕ нумай çул иртрĕ пулин те, шкул çулĕсем, манми шăнкăрав сасси, хаваслă ачалăх, класри партăсем, пĕрле вĕреннĕ ачасем, хамăрăн юратнă вĕрентекенсем яланах асăмра, чĕрере, куç умĕнче.

 

Пĕрмаях урокра ларнисем, экзамен тытнисем тĕлĕкре курăнаççĕ. Шел пулин те, хамăра вĕрентнĕ вĕрентекенсем чылайăшĕ пирĕнтен уйрăлса кайрĕç.

 

Мухтав Аслă Туррăмăра, пирĕн хаклă çыннăмăра, историпе вĕрентнĕ Валентина Никифоровна Хлебниковăна çăмăллăх парса, çак тĕнчере ырă та сывă усранăшăн. Малалла манăн сăмахăм çак хисеплĕ ĕç ветеранĕ пирки пырĕ.

 

Валентина Никифоровна 1937 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче, Шăплат ялĕнче, колхозник çемйинче çуралнă. Ашшĕ - Никифор Иванович тата амăшĕ Таисия Никоноровна мĕн пĕчĕкрен хĕр ачана ĕçе вĕрентнĕ. Çичĕ çула çитсен, 1944 çулта, вăл Шăплатри пуçламăш шкулта вĕренме тытăнать, ун хыççăн Урнарти, Çĕрпÿ районĕнчи Йăкăрварти вăтам шкулсенче вĕренет. Виçĕ шкулĕнче те яланах лайăх паллăсемпе вĕреннĕ, учитель пулма ĕмĕтленнĕ. 1954-1956 çулсенче Канашри педагогика училищинче пĕлÿ пухнă. Пуçламăш классенче вĕрентекен диплома алла илсен яла таврăннă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче ачасем нумай пулман пирки, шкул вырăнне çамрăк хĕре Вăрманкасри ялти клуба ĕçлеме яраççĕ. Анчах та çамрăк çыннăн чунĕ шкулаллах туртăннă. 1959 çулта вăл Куславкка районĕнчи Энтри Пасарĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта пуçламăш класс ачисене вĕрентме тытăнать. Ĕçленĕ вăхăтрах, куçăмсăр майпа,1962 çулта Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне вĕренме кĕрет. 1966 çулта ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, Энтриялĕнчи вăтам шкулта ачасене историпе вĕрентме тытăнать. Уроксене яланах тĕплĕн хатĕрленнĕ, ачасене кăмăлтан вĕрентнĕ. Хăйĕн пултарулăхĕпе, пуян ăс-хакăлĕпе, ачасене юратма пĕлнипе, пĕтĕмĕшле каласан професси ăсталăхĕпе палăрса тăнă. Районта, республикăра иртекен олимпиадăсенче вăл хатĕрленĕ ачасем яланах тăрăшса хутшăннă, малти вырăнсене йышăннă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна профессие чунтан парăнса ĕçленĕшĕн, ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçре пысăк çитĕнÿсемшĕн тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисене парса чысланă.

 

Эпир истори урокне питĕ килĕштерсе вĕреннĕ, вунă класс хыççăнхи экзаменра çирĕм çичĕ ачаран çурри историпе «5» паллă илтĕмĕр. Çакă пĕтĕмпех Валентина Никифоровнăна тата унăн урокĕсене юратнине, вăл мĕн каланине тимлĕн итлесе ларнине пĕлтерет тесе шухăшлатăп паянхи кун та.

 

Пирĕн хисеплĕ вĕрентекенĕмĕр 1992 çултанпа тивĕçлĕ канура, унăн ĕç стажĕ 38 çул. Вăл ĕç ветеранĕ. Кăмăллă хĕрарăм шкул ĕçĕсĕр пуçне ял пурнăçĕнче те яланах хастар. Ăна темиçе хутчен те район тата ял Совечĕн депутатне суйланă. Вăл хĕрарăмсен совечĕн председателĕ пулнă, ваттисен Канашне ертсе пынă.

 

Валентина Никифоровна 1957 çулта Виталий Васильевича качча тухса тăватă ача çуратса, вĕрентсе кăларнă. Ачисем пурте халĕ çĕршывăн тĕрлĕ хулисенче пурăнаççĕ.

 

Ираида Витальевна Ленинградри университетран вĕренсе тухса психолог пулса çак хуларах ĕçлесе пурăнать. Галина Витальевна - Шупашкарта университет пĕтернĕ, хулари пĕр шкулта истори предметне ачасене вĕрентет. Вера Витальевна Хусанти ветеринари институтне вĕренсе пĕтернĕ, Кострома облаçĕнче Саккунсем хатĕрлекен Пухăвăн председателĕ. Александр Витальевич - Шупашкарти строительство техникумне пĕтернĕ, çак енĕпех ĕçлет.

 

Пултаруллă хĕрарăм - асанне те, кукамай та. Унăн пурĕ ултă мăнук, виçĕ кĕçĕн мăнук.

 

- Хам вĕрентсе кăларнă ачасене пурне те астăватăп, курса калаçас, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнас килет. Нумайăшĕ килсе кураççĕ, ăшă сăмахсем каласа чуна савăнтараççĕ, тĕл пулусене йыхравлаççĕ, çуралнă кунсемпе саламлаççĕ. Эпĕ пурне те хамăн ачасене юратнă пек юратнă, йывăр самантсенче пулăшнă, çитĕнĕвĕсемпе мухтаннă, çĕршыва кирлĕ çын пулччăр тесе тăрăшнă. Эпĕ хам ĕçĕмĕре яланах таса чун-чĕрепе, ырă кăмăл-туйăмпа туса пынă, - тесе пĕлтерет Валентина Никифоровна.

 

Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çапла каланă: «Халăхра яланах мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă çынсем темĕн чухлех. Кашни вĕрентекенĕн, халăх хушшинче пултаруллисене тупса, вĕсене аталантарса пыма тăрăшмалла. Вĕренекенĕр хăй вăйне туйса илтĕр, хăйне шантăр тесе мĕн пултарнине пĕтĕмпех тăвăр», - тенĕ. Пирĕншĕн хаклă Валентина Никифоровна çакăн пек учительница пулнă та, юлать те.

 

З.ГРИГОРЬЕВА.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Херле Ялав

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Посещений сайта с 22 мая 2014 года

Счетчик посещений Counter.CO.KZ

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика