Яндобинское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çилпе вĕçсе кайнă сывлăх

10 июня 2013 г.

Юнтапари вăтам шкулта çу уйăхĕн вăтăр пĕрремĕшĕнче аслă классем хушшинче
«Пирĕн пурнăçра чĕлĕм валли вырăн çук» акци ирттернĕ. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн
офисĕн медицина сестри А.Афанасьева çамрăксене «Çилпе вĕçсе кайнă сывлăх» ятпа
астумалăх çырнине валеçсе тухнă. Вĕренÿ учрежденийĕн социаллă педагогĕ
С.Константинова вĕренекенсемпе тестсем ирттернĕ, чĕлĕм организма мĕнле сиен
кÿнине курăмлă пособисемпе усă курса ăнлантарнă. «Çула çитмен çамрăка чĕлĕм тата
алкоголь продукцине сутакансене хирĕç пурин те пĕрле кĕрешмелле. Кун йышши
тĕслĕхсем çинчен массăлла информаци хатĕрĕсем урлă пĕлтермелле тата пĕрле сÿтсе
явмалла. Ачасен сывлăхĕ çинче тупăш илекенсене тупса палăртас тĕллевпе ятарлă
рейдсем йĕркелемелле», – палăртнă педагог тĕл пулура.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429256, Аликовский район, с. Яндоба, ул. Школьная, д. 8
Телефон: 8(83535) 65-2-23
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика