Староурмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фельдшерпа акушер пункчĕ хута каять

05 июня 2013 г.

Республикăра фельдшерпа акушер пункчĕсене ятарлă программăпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсенче çĕнĕрен тума тĕллев лартнă. Çак ĕçе районти Кивĕ Вăрмар ялĕнче пуçланă та ĕнтĕ.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пырсассăн та чирлемесĕр пулмасть çав. Çавăнпа та нумай çын пурăнакан ял тăрăхĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем кирлĕ. Çакна шута илсех ĕнтĕ кăçал тата тепĕр çул районти виçĕ ялта фельдшерпа акушер пункчĕсен çĕнĕ çурчĕсене хута яма палăртнă. Вĕсем Кивĕ Вăрмар, Кивĕ Мăнтăр, Çÿлти Кинчер ялĕсенче пулĕç. Халĕ ĕçсем Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕнче иртеççĕ. Никĕсне ярса асбестпа цемент плитисенчен çурта хăпартнă, тăррине витнĕ, халĕ ăна тул енчен тимĕр сайдингпа хупласси те вĕçленсе пычĕ. Нумай вырăн йышăнман çуртрах, паллах, уйрăм пÿлĕмре, хутса ăшăтмалли пÿлĕм те пулĕ. Кивĕ Вăрмар ял пуçлăхĕ Н.Борисов, строительсен Ю.Гаврилов бригадирĕ пĕлтернĕ тăрăх объекта Республика кунĕ умĕн хута ярасшăн. Пĕтĕм ĕçе пурнăçлама Республика тата район бюджечĕсенчен 2 млн тенкĕ ытларах уйăрнă. Шкул, çыхăну уйрăмĕ, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин кантурĕ, Вăрмар райповĕн лавкки çумĕнче вырнаçнă фельдшерпа акушер пункчĕ ял çыннисемшĕн сывлăх хавшасан е сывлăха тĕрĕслеттерес пулсан питĕ вырăнлă.

В.ТОЛМАТОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429409, Урмарский район, д. Старые Урмары, улица Школьная, дом 17
Телефон: 8(83544) 33-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика