Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нăрвашсем хăнасене яланах тарават

24 мая 2013 г.

Енĕш Нăрвашри историпе мемориал халăх музейĕнче Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлева халалласа наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Ăна йĕркелекенĕсем – И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ çумĕнчи этнопедагогикăн наукăпа тĕпчев институчĕпе Енĕш Нăрвашри вăтам шкул. Çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттерме мĕншĕн Енĕш Нăрваша суйласа илнĕ-ха(

Ялти шкул историйĕ чăваш халăхне çутта кăларакан ячĕпе тачă çыхăннă. Иван Яковлев хăй вăхăтĕнче Енĕш Нăрваша 12 хутчен килсе кайнă. Тĕрлĕ ыйту кăсăклантарнă ăна: шкул тума çĕр уйăрасси, ăна ятарлă проектпа тăвасси, чиркÿ прихучĕн шкулĕнчен пĕр класлă, унтан икĕ класлă училище туса хурасси тата ытти те. Халĕ И.Я.Яковлев тăрăшнипе лартнă шкул çуртĕнче музей вырнаçнă. Унта чăваш халăхне çутта кăларакан ячĕпе çыхăннă экспонатсем пур. Чи пирвайхи пÿлĕмре гипсран тунă бюстне вырнаçтарнă.

Наукăпа практика конференцине кăçал культурăпа искусство институчĕн преподавателĕсемпе студенчĕсем те хутшăнчĕç. Малтанах этнопедагогика институчĕн директорĕ, педагогика наукисен докторĕ, профессор Людмила Васильевна Кузнецова сăмах илчĕ. Вăл музея “ЧГПУ–вуз, носящий имя И.Я.Яковлева” диск çинчи видеофильма парнелерĕ. Педагогика наукисен докторĕ, профессор Михаил Григорьевич Харитонов, педагогика наукисен кандидачĕ, доцент Вероника Юрьевна Арестова хăйсен доклачĕсенче Иван Яковлевичăн ăслăлăх еткерĕ паян та питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.

И.Яковлевăн ырă пархатарĕ çинчен культурăпа искусство институчĕн сотрудникĕсем Геннадий Николаевич Петровпа Наталья Ивановна Баскакова асăнчĕç. Вĕсемпе пĕрле музейре Туркменирен Шенгельди Рустемович Атаев та пулчĕ.

Хăнасем хыççăн ялти учительсем сăмах илчĕç. Ольга Геннадьевна Григорьева «Истори урокĕсенче И.Я.Яковлев çинчен», Зинаида Петровна Шутова “Енĕш Нăрваш шкулĕн выпускникĕсем – Иван Яковлевичăн ĕçне малалла тăсакансем”, Галина Федоровна Степанова “Шкул паянхи аталану тапхăрĕнче” ыйтусемпе тухса калаçрĕç.

Владимир Васильевич Петров музей ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ. Кунти кашни экспонатăн хăйĕн историйĕ. “Аваллăх çÿпçинче вара И.Я.Яковлев пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă материалсем – чи сумлисем”, – терĕ.

Музей çумĕнчи ушкăн хăнасене Аслă Вĕрентекенĕмĕр 1903 çулта Енĕш Нăрваш шкулне килсе кайни çинчен театрализациленĕ сценари хатĕрленĕ. Юрий Палладьевичпа Мая Дмитриевна Арестовсем, Олег Витальевич Ярмулин, Владимир Васильевичпа Таисия Ивановна Петровсем ĕлĕкхи пурнăçа куç умне кăларчĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ класс ачисем "ертÿçисем А.А.Лазарева, Д.Н.Ярмулина, Л.К.Ванерке, В.В.Игнатьева" “Ача-пăча вăййисемпе” “Аслă вăййа” сцена çинче сăнларĕç. Юлашкинчен хăнасем çавра сĕтел хушшине вырнаçрĕç, паянхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, малашлăхри тĕллевсене палăртрĕç.

Музей ĕçне пысăк хак парса хăнасем тав сăмахĕсем çырса хăварчĕç. “Саймал” ушкăн артисчĕсен юрри-кĕвви те кăмăл-туйăма çĕклерĕ. Пухăннисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Васильевич Петров саламларĕ. “Туслă та ĕçлĕ çыхăну малашне те çирĕпленсех пытăр”, – терĕ вăл. Енĕш Нăрваш ялĕ кăçал 450 çулхи юбилейне паллă тунине пĕлтерчĕ, уява йыхравларĕ, хăнасене ял историйĕ çинчен çырнă кĕнеке парнелерĕ.

В.ПЕТРОВ. Енĕш Нăрваш ялĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика