Кильдюшевский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçу сире, пурнăç çулĕ çине тухакансем

29 мая 2013 г.

Иртнĕ шăмат кун районти шкулсенчи 217 выпускникшăн тата 9 класс пĕтерекен 258 çамрăкшăн юлашки шăнкăрав янăрарĕ.

Хĕр ачасем йăлана кĕнĕ тăрăх аслăрах ăрурисен шкул формипе - хăмăр кĕпепе тата шурă саппунпа, каччăсем хура костюмпа тата шурă кĕпепе. Кашнийĕн аллинче - чĕрĕ чечексем.

Вĕренỹ çулĕ вĕçленни, шкулпа сыв пуллашни хăйне евĕр савăнăçлă та хумхануллă праçник. Хальхинче шăнкăрав уроксем пуçланнине тата вĕçленнине пĕлтермерĕ, ачалăхпа уйрăлса пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнине систерсе уççăн янăрарĕ.

Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти выпускниксене шкул директорĕ Л.Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ- вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый, "Прогресс" акционерсен хупă обществинчи профсоюзăн вырăнти комитечĕн председателĕ О.Крылова, ашшĕ-амăшĕ ячĕпе М.Маркова, пĕрремĕш вĕрентекенĕсем тата ыттисем ăшшăн саламларĕç, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче, малашлăхра ăнăçу, телей сунчĕç, кашнийĕшĕ пурнăçра тивĕçлĕ вырăн йышăнасса, шкулта илнĕ пĕлỹ, воспитани ăнăçу çулĕпе утма пулăшасса шаннине пĕлтерчĕç.

Кăçал Елчĕкри вăтам шкулти 83 ача 11 класс пĕтерет. Выпускниксен йышĕнче пултаруллă та пысăк тавра курăмлă, район, республика, Раççей шайĕнчи предметсен олимпиадисенче, тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсенче çĕнтернĕ, призер ятне çĕнсе илнисем те йышлăн. Кăçал Елчĕксем нихçанхинчен пысăк утăм турĕç - 20 ача республика тапхăрĕнчи олимпиадăсенче паха кăтартусемпе савăнтарчĕ, вăл йышран 10 вĕренекен Елчĕк шкулĕнчен. 11 предметпа тĕп хуламăртан призлă вырăнсемпе таврăннă пултаруллăскерсем.

Пултаруллă ачасене ЧР Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин грамотисемпе, шкул дирекцийĕ ашшĕ-амăшне Тав хучĕсемпе чыслани ĕмĕр асра юлмалла самант. Акă, Павел Нягин регион шайĕнчи олимпиадăсенче палăрнăшăн тусĕсенчен чи нумаййи - 8 пин тенкĕ укçа "ĕçлесе" илчĕ.

Шкул ачисене районти çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" вăййисене хатĕрленĕ физкультура учителĕсене Тав хучĕсемпе, районти халăх театрĕ çумĕнчи "Сириус" студине çỹрекен çамрăк артистсем республикăри паллă артистсем алă пуснă Тав хучĕсемпе чысланине те курма кăмăллă пулчĕ.

Елчĕкри искусство шкулĕнче ăсталăх туптакан кĕçĕн класс ачисем илемлĕ ташăсемпе савăнтарчĕç, пĕрремĕшсем аслă пиччĕшĕсемпе аппăшĕсене анлă çул çинче ăнăçусем сунса сăвăсем каларĕç.

Юлашки шăнкăрава чи пултаруллă выпускник Павел Нягин тата пĕрремĕш класри Ирина Чернова пачĕç.

Юлашки шăнкăрав уявĕ районти кашни шкулта пулса иртнĕ.

Ырă та телейлĕ, такăр çул сире, выпускниксем!

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика