Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Паянхи çивĕч ыйтусене тишкерчĕç

25 мая 2013 г.

Иртнĕ юн кун республкăра пĕрлехи информаци кунĕ пулчĕ. Пирĕн района Чăваш Республикин конкурентлă политикăпа тата тариф ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи А. Егорова ертсе пыракан ушкăн килчĕ. Чи малтан вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Тимофеевпа тĕл пулчĕç. Ростислав Николаевич вĕсене район ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, вăхăта сая ямасăр татса памалли ыйтусем çинче те чарăнчĕ. Унтан информаци ушкăнне кĕрекенсем район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсемпе пĕрле ял тăрăхĕсене çитсе ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç.

Тĕл пулусенче çуллахи каникулта ачасемпе çамрăксен сывлăхне çирĕплетес, вĕсен канăвне йĕркелес, çавăн пекех пушар хăрушсăрлăх тата шыв çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем тавра калаçрĕç. Унсăр пуçне нумай хваттерлĕ çуртсенче пурте усă куракан вырăнсенче коммуналлă ресурссемпе усă курмалли нормативсене пăхса тухни çинче те чарăнчĕç.

Чăваш Республикин конкурентлă политикăпа тата тариф ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи А. Егорова район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Тимофеевпа тата Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе С. Ермолаевпа пĕрле «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компанинче» пулчĕç.

Альбина Егоровна тÿрех предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕ. Унăн ертÿçи Н. Любимов каланă тăрăх юлашки вăхăтра «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компанисем» ним çук çĕртенех «патак айне» лекме пуçларĕç. Пĕр тĕслĕхе кăна илер. Пирĕн районта нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсене унта пурăнакансем хăйсемех çăваççĕ. Подъезд урайĕсене валли шывне те хваттертен илсе тухаççĕ.  Çапла вара районта нумай хваттерлĕ çуртсенче пурте усă куракан вырăнсенче коммуналлă ресурссемпе усă курнăшăн тÿлеттермеççĕ. Альбина Егоровна ку енĕпе сиксе тухнă пăтăрмаха мĕнле сирсе ямаллипе сĕнÿ пачĕ.

Е тепĕр ыйтăва илер. Районта нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăма хуларинчен укçа нумай тухса каять. Урăхла каласан çуртсене тытса тăрассин хăйхаклăхĕ темиçе хут пысăк. Тĕслĕхрен, хулари 9 хваттерлĕ çуртра мĕн чухлĕ хваттер. Çав çуртăн пĕр çивитти, виçĕ алăк тейĕпĕр, пĕр картиш. Муркашра вара çавăн чухлĕ хваттер 4-6 çуртра вырнаçать. Кашни çуртăн хăйĕн çивиттийĕ, алăкĕ миçе, кашнин хăйĕн инженери сечĕ, хăйĕн картишĕ... Тарифсем вара, Николай Валентинович шухăшĕпе, хулара пурăнакансенчен илекеннинчен ытлашши уйрăлсах тăмаççĕ.

Тĕл пулура çавăн пекех Мăн Сĕнтĕрте халăха шывпа тивĕçтересси, тариф ыйтăвĕсем тата нумай хваттерлĕ çуртсене тĕплĕ юсасси çинчен те сÿтсе яврĕç. Ял тăрăхĕсенчи никамăн та шутланман хуçасăр объектсене регистрацилессипе те çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕç. Мĕншĕн тесен тарифсене çирĕплетме, калăпăр, çав башньăпа усă курма ирĕк паракан документ алăра пулмалла, çав объектăн хуçи пулмалла.

Николай Валентинович коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн тÿлемен парăмçăсенчен  укçа шыраса илессинче сиксе тухнă чăрмав пирки те сăмах хускатрĕ. Ку ыйтăва татса пама Альбина Егоровна пулăшма шантарчĕ.

Унтан информаци ушкăнĕ Муркашри вăтам шкула çитсе кунти вĕрентекенсемпе тĕл пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев чи малтан çур аки мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Çĕрпе тĕллевлĕн усă курас енĕпе тĕрĕслев малалла пынине палăртрĕ.

Ачасен çуллахи канăвне илес пулсан вара Ростислав Николаевич çакна палăртрĕ. Районта лагерьсене нумай ачаллă, ăнăçсăр, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесенчи, учетра тăракан ачасене ытларах  явăçтарас енĕпе тимлеççĕ. Кăçал районта шкулсем çумĕнчи, профильлĕ лагерьсемсĕр пуçне палаткăсенчи лагерьсем те ĕçлĕç. Лагерьсем уçма укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрнă.

Шыв çинче инкексем ан пулччăр тесе кăçал та шыва кĕмелли ятарлă вырăнсем пулаççĕ. Вĕсене маларах водолазсем тĕпчеççĕ. Пĕлтĕр 11 вырăнта пулнă çакăн пеккисем. Кăçал та çакăнтан кая пулмасть.

Шел пулин те, пушарсем кăçал районта пулма та ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Ростислав Николаевич пушар пулас хăрушлăха сирсе ямалли хатĕрленÿ мероприятийĕсене вăхăтра туса ирттермеллине палăртрĕ. Шетмĕпуç шкулĕнче пулнă пушар патне каялла таврăнса çакна палăртрĕ: ачасемпе те ăнлантару ĕçне ирттерсех тăмалла.

Чăваш Республикин конкурентлă политикăпа тата тариф ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи А. Егорова вара кăçал  республикипе пушар шучĕ чакнине, анчах çак лăпланмалла сăлтав маррине палăртрĕ. Кунта ăнăçсăр çемьесене çитсе килни те вырăнлă пулни çинчен каларĕ.

Ачасен çуллахи канăвĕ çинче чарăннă май çакна пĕлтерчĕ. Кăçал лагере каяс кăмăллисен йышĕн 90 процентне тивĕçтернĕ. Путевка пĕлтĕр  10 пин тенкĕ тăнă пулсан, кăçал - 10680 тенкĕ.

Халĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пурте усă куракан вырăнсенче коммуналлă ресурссемпе усă курмалли нормативсене пăхса тухни патне таврăнар.  Альбина Егоровна ку енĕпе çĕнĕ нормативсем малтанхинчен чылай пĕчĕкрех пулнине палăртрĕ. Вĕсем июнĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕреççĕ. Çак улшăнусем хваттерсенче пурăнакансем коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлесси пĕчĕкленесси патне илсе пынине палăртрĕ.

2016 çултан пуçласа вара тарифсене нумай çуллăха çирĕплетесси çинчен те каларĕ Альбина Егоровна. Малтанах 3 çуллăха, ун хыççăн вара - 5 çула. Çакна та манмалла мар. Тарифсене кашни çулах пăхса тухса тÿрлетÿсем кĕртсех тăрĕç.

Тĕл пулу хыççăн вĕсем вĕрентекенсен уйрăм ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.

Ун хыççăн информаци ушкăнĕ Муркашри лицей пулнă çурта ача сачĕ тума реконструкциленĕ çĕрте пулчĕ. Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕпе         С. Кудряшовпа пĕрле кунти ĕçсене хăвăртлатмалли майсем çинчен калаçрĕç.

Ытти ушкăнсем çак кун Уйкас Янасал, Йÿçкасси, Çатракасси, Ярапайкасси ял тăрăхĕсенче пулса унти ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç.

Л. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика