Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Тавах сире!

25 мая 2013 г.

Хамăр ачасене «Солнышко» ача-пăча садĕнчи Е. Кроликова тата В. Ястребова (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре) ертсе пыракан ушкăна çÿретме тытăннăранпа эпир: ашшĕ-амăшĕсем: ку таранччен пĕр кун та ачасем садикра мĕнле-ши тесе пăшăрханман. Пирĕн ачасем те унта кăмăлпах çÿрерĕç. Елена Юрьевнăн ĕç стажĕ - 27 çул: Валентина Валерьевнăн - 29 çул. Пирĕн ачасемшĕн пĕрремĕш учительсем çакăн пек пысăк опытлă воспитательсем пулнишĕн эпир питĕ савăнатпăр.

Пирĕн воспитательсем ачасене ырăпа усала: тĕрĕслĕхпе чăнлăха уйăрма: туслăх мĕнне ăнкарма: аслисене хисеплеме: ырă кăмăллă пулма вĕрентрĕç. Ачасем сывлăхлă пулнăшăн: тĕрлĕ енлĕ аталанма пултарнăшăн эпир вĕсене тав тăватпăр. Пĕр ачана кăна воспитани парасси те питĕ ответлă та пысăк ĕç: ачасен ушкăнĕпе ĕçлеме вара çĕр хут та йывăртарах. Елена Юрьевнăпа Валентина Валерьевна кашни ачанах тимлĕх уйăраççĕ: юратаççĕ вĕсене.  Çавăнпах ĕнтĕ кашни ир ачасене ăшă кăмăлпа кĕтсе илетчĕç. Тăватă çул вĕсем пирĕн ачасемшĕн «иккĕмĕш»: «виççĕмĕш» анне те пулчĕç...

Воспитатель пулăшаканне Г. Порфирьевăна (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре) та ăшă сăмах каласа тав тăватпăр. Галина Степановна чылай тăрăшнипе пирĕн ачасем хăй тĕллĕн çиме: хăйсене тирпейлĕ тытма та хăнăхса пычĕç.

«Солнышко» ача-пăча садĕнчи ытти  ĕçченсене те - поварсене: музыка ертÿçине: методиста: заведующине - пирĕн ачасене сывлăхлă ÿстерме тата воспитани пама нумай вăй хунăшăн: пысăк ăсталăхшăн: ашшĕ-амăшĕсене тимлĕх уйăрнăшăн тав тăватпăр. Тавах сире пурне те пирĕн ачасемшĕн!

Аслă ушкăна çÿренĕ  ачасен ашшĕ-амăшĕсем. 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика