Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме шанатпăр

22 мая 2013 г.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче 1945 çулта çĕнтерÿ тунă кун пирĕнтен инçерех те инçерех юлса пырать. Анчах та çак куна, ăна мĕнле çĕнсе илме пултарнине çамрăк ăру та асра тытма тивĕç. Çакна çеç те мар, чăн-чăн арçын çĕр-шыва хÿтĕлеме тивĕç пулнине те. Муркашра иртнĕ призывник кунĕнче шăпах çакăн пирки калаçрĕç, Аслă Çĕнтерĕве халалласа призывниксен спартакиади те «Çĕнтерÿ-шĕн!» ятпа иртрĕ.

Муркашри Сергей Иванов, Мăрсакри Дмитрий Пушкин, Тренккăри Александр Семенов, Кашмашри Дмитрий Данилов тата Çĕньял Апашри Алексей Ниткин (сулахайран сылтăмалла) çара кайма алла повестка илчĕç. Вĕсем тĕрлĕ чаçсене лекĕç, анчах та призывник кунĕнче пĕлтернĕ тăрăх пирĕн районти яшсенчен ытларахăшĕ службăна Раççейĕн тĕп округĕнче ирттерĕ, пысăках мар пайĕ - Хĕвел тухăç енче.

Пирĕн районта çуралса ÿснĕ çамрăксен тĕслĕх илмелли паттăрсем сахал мар: Совет Союзĕн Геройĕсен, Афган вăрçине хутшăннă салтаксен хастарлăхĕ яшсене, паллах, хавхалантармалла. Евгений Борисовпа Николай Смирнов Раççей Геройĕсен  паттăрлăхĕ вара - хальхи вăхăтри паттăрлăх. «Çавăнпах пулĕ Муркаш яшĕсем çарта дисциплина енчен хăйсене яланах тивĕçлĕ тытаççĕ. Çар чаçĕсенчен пирĕн пата çитекен Тав çырăвĕсем те çакнах çирĕплетеççĕ. Эсир те çарта йĕркелĕхпе, ответлăхпа палăрса тăрассине шанатпăр», - салам сăмахĕсемпе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев çакна та палăртса хăварчĕ. 

Салтакра пулнă нумай яш каланă тăрăх пĕр çуллăха ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнчен тухни - пурнăçри чи пĕлтерĕшлĕ тапхăрсенчен пĕри. «Службăра тăнă чух командирсем вĕрентсе пынине пĕтĕмпех ăнланса, астуса юлма тăрăшăр. Çар ĕçне чăнласа вĕренĕр. Пурнăçра питĕ кирлĕ пулать. Тепĕр чух темиçе хутчен ыйтма та ан ÿркенĕр, анчах та хушнă ĕçе кирлĕ пек пурнăçлăр. Çак пĕр çулталăк сирĕн пурнăçра «чĕрсе пăрахнă» çулталăк мар, пĕлтерĕшлĕ тапхăр пултăр», - Афганистанри хĕрÿ çапăçусене хутшăннă С. Ошевăн чĕререн тухакан сăмахĕсене призывниксем тен çак самантрах туллин ăнланмарĕç пулсан та, вĕсен пĕлтерĕшне таçта шалта туйрĕçех пулĕ.

Спартакиада пĕтĕмлетĕвĕпе спортăн тĕрлĕ енĕпе палăрнă призывниксене район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ   З. Дипломатова тата ЧР çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсен пайĕн пуçлăхĕ А. Кочуров дипломсем парса чысларĕç, салам сăмахĕсемпе пĕрлех çамрăксене район администрацийĕнчен парнесем те пачĕç.

Александр Кочуров пирĕн район яшĕсене пĕрремĕш хут çара пĕлтĕр çуркунне ăсатнăччĕ, ку призыв уншăн виççĕмĕш. Çак призыври çамрăксен сывлăхĕ малтанхи призывран çирĕпрех  пулни, ку тĕлĕшпе пирĕн районти вăтам кăтарту республикăринчен пысăкраххи кăмăла хăпартнине пĕлтерчĕ вăл. Аслă пĕлÿ илнĕ çамрăксем те хăйсен ирĕкĕпе çара кайма килĕшеççĕ мĕн. Ку тĕрĕс, паллах. Александр Алексеевич çартан хăрама кирлĕ маррине питĕ уççăн ăнлантарса пачĕ: «Чăнах та Совет Союзĕ арканнă тапхăрта çар пирки унта йĕркесĕрлĕх хуçаланни тата амăшĕсен куççулĕ витĕр кăна кăтартса панă. Халĕ вăл вăхăт хыçа юлчĕ ĕнтĕ, урăх саманара пурăнатпăр, хăрамалли нимĕн те çук. Хĕрÿ лару-тăруллă вырăнсене те çара контракт мелĕпе кайнисене çеç яраççĕ». 

Кăмăл пулсан, çар ĕçĕ килĕшсен контракт çырма та шикленмелле мар. Хăшĕсем çартан таврăнсан ниçта ĕçлемесĕр ÿсĕр çапкаланса çÿренине те куратпăр. Тен хăй çуралса ÿснĕ ялта малашлăх йĕркеллĕ пуласси шиклентерет пулсан салтакăн шăпах çарта юлса малтан ура çине çирĕппĕн тăмалла та каярах таврăнмалла; Кашнин хăйĕн ирĕкĕ, паллах. Анчах та Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесси чăн-чăн арçын тивĕçĕ пулнине манмалла мар, малашлăх пирки те тĕплĕн шухăшламалла. 

Н. Николаева.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика