Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Предпринимательсем хисепе тивĕçнĕ

29 мая 2013 г.

Шупашкарти П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче Раççей предпринимательствин кунне халалласа пысăк уяв иртнĕ.

     Унта хутшăннă пĕчĕк тата вăтам предпринимательсене, предпринимательсен пĕрлĕхĕсен представителĕсене, республика шайĕнчи тĕрлĕ çулхи кункурссен çĕнтерỹçисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев, Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министрĕ О.Табаков, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Л.Черкесов, суту-илỹпе промышленность палатин президенчĕ И.Кустарин саламланă.

Республика Пуçлăхĕ тивĕçлисене наградăсемпе чысланă. Ырă ята тивĕçнисем хушшинче пирĕн район çыннисем те пур. Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ, "Шупашкарти "Эверест" акционерла хупă обществăн тĕп директорне Николай Герасимова "Заслуженный работник сферы обслуживания населения Чувашской Республики" хисеплĕ ятпа чысланă.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçисем - Федор Шадриков Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министерствин, Анатолий Петровпа Геннадий Афанасьев Чăваш Республикин суту-илỹ промышленность палатин Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

Таяпа Энтри ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Юрий Столбов предпринимателе Шупашкар хулин администрацийĕн Хисеп хутне панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика