Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăрпăк вăйă мар

22 мая 2013 г.

Çуркунне тата çулла ачасем шăрпăкпа вылянине пула тухакан пушарсен шучĕ чылай ÿсет. Ытларах чухне инкек ачасем килте хăйсем çеç юлсан пулать. Аслисем тухса кайнă чухне шăрпăксене, тĕрлĕ электроприборсене вĕсем çитме пултарайман вырăна илсе хума манаççĕ, çунакан кăмакана та çаплипех ачасене шанса хăвараççĕ.

Çапах та шăрпăка ачасенчен аякка илсе хуни, вăл мĕнле хăрушлăх кăларса тăратма пултарни çинчен ăнлантарни — ĕçĕн пĕр пайĕ кăна-ха. Пĕчĕккисене пушар кăларасран асăрхаттарассинче общественноçăн тÿпи пысăк. Çапла пирĕн ачасен канăвне интереслĕ йĕркелеме тăрăшмалла, вĕсене урам витĕмĕнчен хăтарса вăй-халне усăллă çĕре яма пулăшмалла. Унсăр пуçне çитĕннисен килте тата унăн таврашĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене епле пăхăннине асăрхаса тăмалла.

Шăпах кăмака хутнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăснине пула Шурут-Нурăс ялĕнче пушар тухнă. Çулăмра 2 мунча вăйлах сиенленнĕ. Тăкак 40 пин ытла тенкĕпе танлашнă.

Пушарта ачасемпе çитĕннисен пурнăçĕ татăлни уйрăмах хăрушă. Çапла пулса ан тухтăр тесен çак темăпа калаçусем, ятарлă занятисем ирттермелле, вырăнта пулса иртнĕ тĕслĕхсемпе паллаштармалла. Акă, районта та нумаях пулмасть вĕренÿ учрежденийĕсенчи пушар хăрушсăрлăхне халалласа уйăхлăх иртрĕ. Унпа килĕшÿллĕн вĕренÿ учрежденийĕсенче ятарлă уроксем, калаçусем, викторинăсем, конкурссем, куравсем иртрĕç, ачасем пушар хăрушсăрлăхĕн темипе диктантсем, сочиненисем, изложенисем çырчĕç. Çавăн пекех пушар тухас пулсан мĕнле эвакуаци тумаллипе вĕренÿсем иртрĕç.

Ашшĕ-амăшĕсене, вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсене тепĕр хут аса илтеретпĕр: ачасен аллине шăрпăк ан парăр, газ плитипе, пÿлĕме ăшăтмалли электрохатĕрсемпе хăйсем тĕллĕн усă ан куртарăр, пĕчĕк ачасене пÿртре хăйсене çеç ан хăварăр. Çавăн пекех пирус тĕпĕсене ăçта килнĕ унта пăрахса, тĕттĕм пÿлĕмсене çутатма хут çунтарса вĕсене япăх тĕслĕх ан кăтартăр. Ан манăр: асăрханулăх тĕп вырăнта пулмалла.

Н.НАЗАРОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика