Большечакинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек тÿснисене - пулăшу

17 мая 2013 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕн 2013 çулхи майăн 15-мĕшĕнчи 292 номерлĕ «2013 çулхи майăн 14-мĕшĕнче Пенза облаçĕнчи «Тамбов - Пенза» 1Р 209 федераллă автомобиль çул-йĕрĕ çинче автотранспортпа инкек тÿссе вилнĕ çынсен çывăх çыннисене пулăшу парасси çинчен Йышăну кăларнă.

Çак аварире вилнĕ çынсен çывăх çыннисене пулăшма ЧР Министрсен Кабинечĕн резерв фондĕнчен ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине пĕтĕмпе 150 пин тенкĕ уйăрнă. Çав шутран вилнисене пытарма - 80, вилнисен çывăх çыннисене пĕр хутчен укçа-тенкĕ пулăшăвĕ пама - 70, кашни вилнĕ çыннăн çемйине - 5 пин, вилнĕ çыннăн çемйинче çул çитмен кашни ачашăн 10 пин тенкĕ уйăрма палăртнă.

ЧР Вăрмар район администрацийĕн 2013 çулхи майăн 15-мĕшĕнчи 342 номерлĕ Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Вăрмар район администрацийĕн резерв фондĕнчен 151,4 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Çав шутран вилнисене пытарма - 16,4 пин тенкĕ, аварире вилнисене пытарма вĕсен çывăх çыннисене - 100 пин тенкĕ, çав шутран кашни çемьене - 10 пин тенкĕ, вилнĕ çыннăн çемйинче çул çитмен кашни ачашăн - 5 пин тенкĕ, инкек тÿснисене пĕр хутчен укçа-тенкĕ пулăшăвĕ пама - 35 пин тенкĕ, çав шутран кашнине 5 пин тенкĕ пама уйăрнă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429410, Урмарский район, д.Большие Чаки, переулок Механизаторов, дом 5
Телефон: 8(83544) 43-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика