Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Футбол турнирĕ ăнăçрĕ

17 мая 2013 г.

Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче Енĕш Нăрвашра футбол турнирĕ иртрĕ. Кăçалхипе иккĕмĕш хут йĕркелеççĕ ăна. “Енĕш Нăрваш ялне – 450 çул” ятарлă кубока çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç командăсем ку хутĕнче.

Вăйăсем ял вĕçĕнчи пысăках мар футбол площадкинче иртрĕç. Ялтан 5 команда пуçтарăнчĕ: вăтакассем, кайрикассем, йăлăмкассем, шкул ачисемпе ветерансем. Çаврăм системипе командăсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса вылярĕç. Çивĕч кĕрешÿре йăлăмкас ачисем мала тухрĕç. Кайрикассем иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Виççĕмĕшĕнче – вăтакассем, вĕсем хыççăн – вĕренекенсемпе ветерансем.

Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисем парса чысларĕç. Çавăн пекех чи маттур вылякансене палăртрĕç: чи лайăх хÿтĕлекен – Константин Николаев, чи лайăх çурма хÿтĕлекен – Дмитрий Алексеев, чи лайăх вратарь – Алексей Ванерке, чи лайăх болельщик – Олег Иванов (вăл спорт уявне хутшăннисене какай шÿрпи пĕçерсе сăйларĕ).

Ял тăрăхĕн администрацийĕ футболистсене лайăх вăйăшăн, Александр Витальевич Ивановпа Иван Иванович Васильева турнира ирттерме пулăшнăшăн тав турĕ.

Футбола юратакансем çак турнира малашне те ирттерме шантарчĕç.

В.ПЕТРОВ, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: турнира хутшăннă командăсем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика