Староурмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ Вăрмарсемех вăл

15 мая 2013 г.

Сăмах Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, Совет Союзĕн Геройĕ А.Казаков ăçта çурални çинчен пырать.

Казак Мĕтри кÿршĕ хĕр ачине качча илнĕ пулнă. Вĕсен виçĕ ача çуралнă - Çемен, Иван, Улька. Улька качча кайман. Иванĕ тĕпри пулнă. Çеменĕ Кĕтеснер ялĕнчен пуян çын хĕрне качча илнĕ хыççăн ашшĕ çурчĕ çумне тĕрентерсе йывăçран çурт купаласа лартнă. Вĕсен 1920-мĕш çулта Римма ятлă хĕр ача, 1923 çулта - Толя ятлă ывăл ача çуралать.

Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăннă пулнă вăрçă ветеранĕ Лев Филимонович Эверсков 1921 çулта çуралнă. Вăрçăра танкист пулса çапăçнă. 17 нимĕç танкне, 11 тупăна, 250 нимĕç салтакне тĕп тунă. Вăрçă хыççăн шкулта учитель пулса вырăс, нимĕç чĕлхи, физкультура урокĕсене ертсе пынă. Ялти клубра халăх хушшинче лекцисем вуланă, шкул ачисене вăрçă çинчен каласа панă. Пĕррехинче эпир, шкул ачисем, Анатолий Семенович Казаков çинчен ыйтрăмăр. «Шкулта эпир пĕрлех вĕреннĕ. Вунă çул тултариччен вăл ялтах пурăннă. Вăрмар станцийĕнче вĕсен çурчĕ вокзалпа хирĕçехчĕ. Вăрçă хыççăн çурчĕ кивелнĕ пирки патшалăх йывăçран çĕнĕ çурт лартса пачĕ», - тесе калатчĕ. Василий Алексеевич Алексеев 1927 çулта çуралнă, Канашра чукун çул çинче 47 çул кадрсен пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ, А.Казаков асламăшĕпе В.Алексеев амăшĕ пĕр килтен тухнă хĕрарăмсем пулнă. Вăл çапла аса илетчĕ: «Эпĕ яланах Тольăсем патне каçаттăм. Вĕсен сарайĕнче выляттăмăрччĕ. Сарай тăрринче пĕррехинче сабля та тупрăмăр». А.Казаковăн тепĕр йăмăкĕ пулнă, Тамара ятлăскер, анчах та унăн ашшĕ урăх пулнă.

Г.ГЕРМАНОВ. Кивĕ Вăрмар ялĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429409, Урмарский район, д. Старые Урмары, улица Школьная, дом 17
Телефон: 8(83544) 33-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика