Староурмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсем иртсен те ĕçĕ манăçа тухмасть

15 мая 2013 г.

(Николай Николаевич Николаев çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май)

Н.Николаев 1923 çулхи майăн 8-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Вăрçă участникĕ «Урмарский» совхоза 1968-1982 çулсенче 14 çул хушши ертсе пынă. Шупашкарта парти шкулне вĕренсе пĕтернĕ. «Ленинский» совхозра партком секретарĕ пулса ĕçленĕ.

Чăн-чăн хуçалăх ертÿçи пулма аслашшĕ Семен Никитович пиллесе хăварнă пулмалла. Хăй вăхăтĕнче 200 тенкĕ тăракан çăм тапакан армана тырăпа улăштарса илет. Вăл вăхăтра пĕр пăт ыраш 40 пус тăнă. 1906 çулта çав армана ĕçлеттерсе тупăш илме тытăнать. Каярахпа çав арманпа колхоз усă курма пуçлать, кайăк-кĕшĕк фабрики те усă курать.1960 çул вĕçĕсем - ял хуçалăхĕсем ура çине тăма пуçланă вăхăтсем. 1966 çулта Вăрмар районĕн ял хуçалăх управленине вĕри чĕреллĕ В.Мадянов ертсе пыма пуçăнать. Чăваш правительстви умне районта кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен уйрăм хуçалăх йĕркелес ыйтупа тухать. 1967 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче РСФСР ял хуçалăх министерствин 334-мĕш номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн Кивĕ Вăрмар тата Тупах ялĕсене пĕрлештерсе уйрăм хуçалăх - «Урмарский» совхоз туса хураççĕ. Çав хуçалăх çумне Ямпай ялĕнчи икĕ чăх-чĕп витисене, Вăрмар поселокĕнчи инкубатор станцине пĕрлештереççĕ. Хуçалăх руководителĕ пулма «Ленинский» совхозра тĕп зоотехник пулса ĕçленĕ Б.Филиппова шанса параççĕ. Çапла вара совхоза 3335 гектар çĕр уйăрса панă, çав шутра акакан çĕр лаптăкĕ - 2641 гектар. Ял хуçалăх техники кивĕ пулнă. Кивĕ Вăрмарта 13, Тупахра 11 трактор, автомашинăсен шучĕ - 7, комбайнсем 9 пулнă. Чăхсене малтан сысна, пăру витисене вырнаçтарнă. Унта вĕсене ларма каштасем туса панă. Чăхсен шутне 17768 пуçа çитернĕ. Кашни чăхран çулталăкне 165 штук çăмарта илнĕ. Çапах та Б.Филиппов çухалса кайман, пысăк ĕмĕтсемпе пурăннă. Вăл вăхăтра республикăра çĕнĕ кайăк-кĕшĕк фабрики тума палăртнă. Пĕр проекчĕпе фабрика Вăрмар поселокĕпе Кивĕ Вăрмар ялĕ хушшинче вырнаçмалла пулнă. Тепĕр проекчĕпе - Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнче. 1968 çулта совхоз директорне Б.Филиппова салтака илсе каяççĕ. Ун хыççăн совхоз 

директорĕ пулма Н.Николаева çирĕплетеççĕ. Хуçалăха ĕçлеме килнĕ аслă пĕлÿ илнĕ специалистсем: Л.Спиридонов зоотехник, В.Комаров аслă инженер, Виталий Николаевич ветврач, Павел Петрович агроном, Павлов экономист, Зоя Петровна зоотехник, Клавдия Ивановна бухгалтер кĕске вăхăтрах халăх хушшинче пысăк авторитет çĕнсе илеççĕ. Часах витесенче йывăçран тунă икĕ яруслă чăх-чĕп читлĕхĕсене вырнаçтарма пуçлаççĕ, ку вăл чăхсен йышне виçĕ хут ÿстерме май парать. Çавăн пекех чăхсене уйра, лагерьсенче усраççĕ. 1970 çултан пуçласа хуçалăх ăратлă чăхсем усрасси çине куçать. Çулталăкра 200 ытла çăмарта тăвакан чăхсене кÿрсе килеççĕ. Çăмартаран совхоз кассине 73 пин те 342 тенкĕ таса тупăш кĕрет. 1970 çулта автомашинăпа трактор паркне ялăн çурçĕр хĕвеланăç енне куçараççĕ. Кивĕ парк вырăнĕнче кăвакалсем ĕрчетме тытăнаççĕ. Тупахра кăвакалсем валли икĕ пысăк кÿлĕ чаваççĕ. Вĕсене уйра лагерьсенче усраççĕ. Кăвакал амисен пуçне 3 пине çитереççĕ, кашни амаран 140-150 штук çăмарта пуçтараççĕ. Кăвакалсене çуллахи лагерьсенче 65 кун ÿстернĕ хыççăн аш-какая ăсатаççĕ. Хăй хаклăхĕ йÿнĕ ларнăран туса илекен тупăш ÿссе пырать. 1970 çулсенче совхоз районта чи вăйлă аталанакан хуçалăхсенчен пĕри пулса тăрать. 1974 çулта «Скотопром» трест туса хунă май Тупах уйрăмĕ «Прогресс» совхоз çине куçать. 1978 çулта патшалăха 10, 5 миллион штук çăмарта, 320 тонна аш-какай сутма обязательствăсем йышăнаççĕ. Л.Егорова, З.Краснова пăхакан ĕне-выльăх талăкра вăтамран 773 грамм ÿт хушать, С.Васильева, Ю.Данилова кашни чăхран 208, 5-шер çăмарта илеççĕ. Çăмарта сутмалли плана хуçалăх 100 процент пурнăçланă, сĕт сутмалли плана - 185 процент. Тĕслĕхрен, 1977 çулта кашни ĕнерен 4593 килограмм сĕт суса илеççĕ. Гектартан тыр-пул - 19, 1 центнер, çĕрулми - 173 центнер туса илнĕ. Хуçалăхра Вăрмар поселокĕнчен, Çĕнĕ Вĕренер, Çĕнĕ Кавал, Тупах, Çитмĕш, Ямпай, Кавал, Кивĕ Шулхан, Чупай ялĕсенчен тата ытти çĕртен килнĕ специалистсемпе механизаторсем, рабочисем тăрăшса вăй хураççĕ. Унта паха опыт пухса вăтам пысăк пĕлÿ илнĕ специалистсемпе чăх-чĕп пăхакансем Шупашкарти, Лапсарти, Çĕнĕ Шупашкарти кайăк-кĕшĕк фабрикисене ĕçлеме куçаççĕ, Ульяновск таранах çитеççĕ.

Кайăк-кĕшĕк отрасльне малалла аталантарас программăпа Вăрмар поселокĕнче «Спорт çурчĕ» ÿссе ларать. Туса илекен çăмартана тÿрремĕнех Шупашкарти гастрономсене çитерсе параççĕ. Кашни уйăхра çăмартана хаклă хакпа самолетпа Кироври биолабораторине леçеççĕ. Çăмарта туса илессипе уйрăмах Ямпай ферми пысăк тăрăшулăх кăтартать. Р.Никитина, М.Степанова, Н.Краснова, А.Филиппова, Л.Егорова районта чи лайăх кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен ята çĕнсе илеççĕ.

Чи лайăх дояркăсен ятне Г.Павлова, Р.Сергеева тивĕçеççĕ.

СССР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕпе Г.Павлова д

ояркăна, Е.Ильина кайăк-кĕшĕк пăхакана Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăлаççĕ. В.Михайлов водитель, ял Совечĕн председателĕ М.Иванов, партком секретарĕ И.Демьянов «Хисеп Палли» орден илме тивĕç пулаççĕ. З.Васильева зоотехника «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе чыс тăваççĕ. Н.Алексеев водитель, Р.Никитина, Р.Авксентьева кайăк-кĕшĕк пăхакан «Ĕç Мухтавĕ» орденăн виççĕмĕш степенне тивĕçеççĕ. Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Хисеп грамотине В.Комаров аслă инженера, Р.Смирнова кайăк-кĕшĕк пăхакана парса чыс тăваççĕ.

«Урмарский» совхоз директорĕ Николай Николаевич Николаев хуçалăха нумай çул хушши ăнăçлă ертсе пынăшăн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тата Чăваш АССРĕн «Ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята илме тивĕçнĕ. Шел пулин те Николай Николаевич пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Хальхи «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществи хăйĕн пĕрремĕш утăмне вăл ĕçленĕ вăхăтра тунă.

Г.ЭВЕРСКОВ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429409, Урмарский район, д. Старые Урмары, улица Школьная, дом 17
Телефон: 8(83544) 33-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика