Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле эпир тĕнчене илемлететпĕр

11 декабря 2012 г.

Эрне кун ирех эпир (районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Л.Аввакумова, ялсенчи советсен ертÿçисемпе членĕсем – А.Степанова (Кармал), Т.Ялугина (Тăрмăш), В.Майорова (Амалăх), О.Сергеева (Тушкил), Е.Михайлова (Çăлпуç) тата çак йĕркесен авторĕ) пĕчĕк автобуспа Чăваш Енĕн тĕп хулине çул тытрăмăр. Унта ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче республикăри хĕрарăмсен канашĕн ХVI съезчĕ иртрĕ.
Çитсенех ытти районсенчи хĕрарăмсен совечĕсен куравĕсемпе паллашрăмăр. Мĕн кăна çук пулĕ?! Чăннипех ылтăн алăллă чăваш хĕрарăмĕсем. Пĕрисем хĕреслетсе тĕрлĕ портретсем тĕрленĕ, теприсем вĕтĕ шăрçасенчен чечек çыххисем тунă, авалхи чăваш тĕррисемпе килнĕ виççĕмĕшсем, çекĕлпе, йĕпсемпе çыхнă япаласенчен те куç илес килмест, илĕртÿллĕ ÿкерчĕксем, тăмран тунă кĕлеткесем, чăваш тумĕ тăхăннă пуканесем тата ытти те. Юмах тĕнчине лекнĕн туйăнчĕ. Пирĕн Ольга Ивановна Сергеева ăруран ăрăва куçса пыракан хĕрарăмсен хаклă япалисене курава тăратрĕ, хăй те чăваш тумне тăхăннă. Компьютер презентацийĕ районти кил хуçи арăмĕсен пурнăçĕ кичеммĕн иртменни пирки паллаштарса тăчĕ.
Залра пушă вырăн юлманпа пĕрех. ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, районти делегатсем пухăннă.
“Чăваш республикинчи хĕрарăмсен совечĕ” обществăлла организацин ертÿçи О.Зайцева ăшă сăмах каласа уçрĕ съезда. Унтан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев залра ларакансене саламларĕ, тулли те телейлĕ, ÿт-пÿ тата ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен сывă та тĕреклĕ, халăхăн ырă йăли-йĕркипе чун пуянлăхне ăша хывакан çемьесем йĕркелеме тата вĕсене çирĕплетме сумлă тÿпе хывнăшăн тав турĕ. Ачалăхпа амăшĕсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшакан хăш-пĕр мерăсем çинче чарăнса тăчĕ. Ача çураласлăх ÿснине палăртрĕ. “Чăвашсен хĕрарăмĕсем – чи илемлисем. Сирĕн обществăлла организаци – чи йышли. Халăхăмăр пуласлăхĕшĕн тăрăшса нумай пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тăватăр. Маттур эсир пурте”, – терĕ юлашкинчен Михаил Васильевич. “Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен совечĕ” обществăлла организацине Тав хучĕ пачĕ.
Общество организацийĕн 2009–2012 çулсенчи ĕçĕ-хĕлĕпе Ольга Юрьевна тĕплĕн паллаштарчĕ. “Малашне те çапла харсăр пулар, хĕрарăмсем. пурте пĕрле тăрăшса эпир тĕнчене илемлететпĕр”, – çакнашкал ăшă сăмахсемпе пĕтĕмлетрĕ вăл хăйĕн шухăшне. Доклада сÿтсе явма районти хĕрарăмсем совечĕсен председателĕсемпе ыттисем хутшăнчĕç. Вĕсем калаçнă чухне сценăн икĕ енчи экрансем районсенчи хĕрарăмсен совечĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.
Делегатсем хĕрарăмсен канашĕн отчетлă тапхăрти ĕçне вăтам хак пачĕç. Ревизи комииссийĕн ертÿçи отчет турĕ унтан.
Съездăн кун йĕркинче – “Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен совечĕ” обществăлла организацин çĕнĕ ертÿçине суйласси. Ку тивĕçе Ольга Юрьевна Зайцеванах шанчĕç. Çакăн хыççăн правленин тата ревизи комиссийĕн çĕнĕ йышĕсене суйларĕç. Хĕрарăмсен канашĕн Уставне улшăну кĕртесси пулчĕ юлашки ыйту. Общество организацийĕ çумĕнче ыр кăмăллăх фондне йĕркелеме йышăнчĕç. Попечительсен канашне ертсе пыма Л.Игнатьевана сĕнчĕç. Постановлени проектне ырласа йышăнчĕ форум.
Обществăлла ĕçре палăрнисене Раççей тата республика хĕрарăмĕсен канашĕн Хисеп хучĕсемпе, чечек çыххисемпе чысларĕç. Съезд ирттерме пулăшнă организацисене Тав хучĕсем пачĕç. Çакăн хыççăн сцена çине юрă-ташă ăстисем тухрĕç.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьевпа ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсем фойери куравпа паллашнă чухне хăш-пĕр районсенчи ĕçсене пысăк хак пачĕç.
Чăваш чĕлхипе литературине чылай çул вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухнă пирĕн О.Сергеева пысăк хăнасем умĕнче çухалса кайман. Таса чăвашла ырă суннă хыççăн, кураври япаласем пирки каласа кăсăклантарнă куракансене. “Халăхăмăр историйĕпе кăмăлласах интересленнĕшĕн, хĕрарăмсен ĕлĕкхи япалисене хакласа упранăшăн тав сире”, – тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев. О.Сергеевана сехет парнеленĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика