Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Эпир те акцие хутшăнтăмăр

27 апреля 2013 г.

Апрелĕн 19 - 20-мĕшĕсенче çĕрле пĕтĕм Раççейĕпех «Библионочь - 2013» акци иртрĕ. Ку вăл литературăн социаллă авторитетнее, вулассин сумне ÿстерессипе, пушă вăхăта усăллă ирттерессин çĕнĕ мелĕсене йĕркелессипе наци шайĕнчи пысăк пулăм пулса тăрать. Апрелĕн 19-мĕшĕнче ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăра «Весення бессонница» ятпа акци йĕркелерĕмĕр. Вулав залĕнче сăн ÿкерчĕксен, пуканесен выставкисене хатĕрлерĕмĕр. Унта Людмила Васильева, Татьяна Соловьева, Алевтина Рожкова ĕçĕсене вырнаçтартăмăр. Мероприятие район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Елена Чернова уçрĕ. Вăл асăннă мероприяти çамрăксемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, кун пек мероприятисене малашне те ирттерме сĕнчĕ. Акци ирттернипе пĕрлех район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев Çамрăксен парламенчĕн членĕсене савăнăçлă лару-тăрура удостоверенисем пачĕ. çĕнĕ органа ÿсĕмлĕ ĕç сунчĕ. Юлашкинчен «Поэзия Party» ятпа илĕртÿ марафонĕ пулчĕ. Шкул ачисем юрату, Тăван çĕр-шыв, шăпа тата уйрăлу çинчен чуна çывăх сăвăсем каларĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика