Большеяниковский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атте, тĕлĕкре те пулин курăнсамччĕ

13 мая 2013 г.

08 мая 2013 г.

Эпĕ инкеклĕ, телейсĕр çул çуралнă. Çак çул, июнĕн 22-мĕшĕнче ирхине 4 сехетре, Гитлер пирĕн çĕршыва тытса илессишĕн систермесĕр вăрçă пуçласа янă. Арçынсем вăрçа тăван çĕршыва хÿтĕлеме туха-туха кайнă. Манăн атте вăрçа тухса кайнă чух 38 çулта пулнă. Эпĕ вара, пĕр чăмăркка, сăпкара выртса юлнă, анне - 6 ачапа. Пирĕн çемье вăрçăччен 9 çынран тăнă. Асатте вăрçă пуçланас умĕн Çĕпĕре тăванне курма тухса каять те чирлесе кайса каялла таврăнаймасть. Тăванĕ унтах пытарать. Эх, асатте те пулин çав вăхăтра пире мĕнле кирлĕччĕ. Çак вăрçа ашшĕсемпе ывăлĕсем, хĕрĕсем каяççĕ, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме, тăшмана çĕнтерес ĕмĕтпе. Килессе вара... Çак вăхăтра вăрçăрисене те, тылрисене те, сăмах та каласа çитерес çук, çав тери йывăр пулнă. Ĕçлекеннисем те: ватăсем, хĕрарăмсем, инвалидсем, ачасем. Пĕтĕмпех алă вăйĕпе тунă. Лашасем те вăрçа юрăхсăррисем çеç тăрса юлнă. Пуçтарса илнĕ тыр-пула, вăрлăхлăх хăваркаласа салтаксем валли шăлса ăсатнă. Халăх терт-нушара пурăннă.

Вăрçăран вилнĕ хутсем килсех тăнă. Халăх нихçанхинчен пĕр-пĕринпе туслă пурăннă, хуйха-суйха пĕрле пайланă. Ун чухне камăн мăрйинчен тĕтĕм тухнине кураççĕ - кăмрăк илме чупнă. Шăрпăк та пулманнипе çапла вут чĕртсе пурăннă. Супăнь, краççын, тăвар çукки те пысăк йывăрлăх кÿнĕ. Сипленме эмел пулман. Эпир çĕнтерÿ кĕтсе пурăнакансем атте вилни çинчен хут илтĕмĕр. Ку 1943 çулта пулчĕ. Çемйипе уласа макăрнă. Пире ку хут хыççăн тăвансем кил-çуртшăн хĕстере пуçларĕç. Çапла чылай вăхăт иртсен текех унта пурăнма май пĕтсе çитсен кукаçи килĕнче пурăнма пуçларăмăр. Ĕнтĕ халь манăн атте те çук, çуралнă кил-çурт та çук. Эпĕ ыйткалаканран çуралман-çке. Мана вĕлтрен çинче тупман. Эх, асатте пулнă пулсан та çав куна курмастăмăрччĕ. Атте, атте, эсĕ те киле çаврăнса килсе хăв ачусене ыталаса илессе кĕтсе пурăннă-çке. Эпĕ вара сана пĕлместĕп те. «Атте» тесе те, каласа кураймарăм. Атте, тĕлĕкре те пулса курăнсамччĕ. Мĕнлерех пулнă-ши эсĕ; Анне аçу сăнлă эсĕ тетчĕ. Юрать, хăть сăнĕ ман çинче юлнă.

Вăрçă чарăнни, эпир çĕнтерни, Берлина илни çинчен 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче пĕлтерчĕç. Вăрçă чарăнни пысăк савăнăç пулнă пулсан та пирĕншĕн ку çителĕклех пулман. Часах сывă юлнисем таврăна пуçланă. Пирĕн атте çук. Ăçта пирĕн савăнăç; Анне вара çакна çаплах ĕненесшĕн пулмарĕ. Эпир ÿссе çитсен те тен вилмен те, вăрçă вĕт, тем те пулĕ, килекенсем пур-çке тахçантан та. Аçу та çапла килсе кĕтĕрччĕ тетчĕ. Кĕтни кăлăхах пулчĕ. Вилнĕ хучĕ килни чăн пулчĕ. Атте мĕнне пĕлеймерĕм. Маншăн пĕр анне пулнă. Эпĕ ăна юратнă. Унăн хуйхи, куççулĕ маншăн та пулнă. Хĕрхенеттĕм аннене. Вăрçă пĕтнипе унăн хăрушлăхĕ çеç пĕтнĕ. Нуши вара нумай çула пынă. Çăкăр çаплах çиеймен-ха. Юрать-ха, тăраниччен «иккĕмĕш çăкăра» çиме пултарнă. Паранкă хырса çăкăр пĕçернĕ. Унтан кăвакрах çăкăр пулатчĕ. Анне ĕçрен килнĕ çĕре аппапа терккăпа хырса хураттăмăр. Алă шуса кайса юн тухиччен хырса кайни те пулнă. Пурнăç. Уншăн макăрса ларман. Çăнăхĕ вара паранкă çăкрине тытса тăма та кирлĕ пулнă. Ăна хутăштарса çăрмалла пулнă. Тырра чылай каярахпа валеçме пуçланă. Пурнăç çаплах çăмăл пулман. Налуксем пулнă: 100 çăмарта, 40 килограмм аш-какай, çăм, укçан та памалла пулнă. Унсăр пуçне заем çырăнтаратчĕç. Унта ыйтса тăман, заемсене сĕтел çине хурса панă та алă пустарнă. 3-4-ăн килетчĕç. Какайне вăхăтра параймасан милиципе килсе картаран сурăхсене çавăтса тухса каяççĕ. Укçа-тенкĕ пулман. Пурнăçа сыпăнтарса пыма сурăхне те, çăмне те сутмалла пулнă. Путекĕсем те 10-12 килограмран мала пулман. Юрать, анне майласа пыратчĕ пурнăçа. Икшер качака та усранипе сĕт-уйран яланах пурччĕ, çăвĕ те. Сурăх нумай усранипе какай çиме те юлнă. Ах, телей мĕнле пулать вăл. Вăрçăччен ĕнене инкеклĕ пусмалла пулса пăрушне хăварнă. Ÿстерсе çитернĕ çĕре, ăна та чирлесе ура çине тăрайми пулсан, çĕçĕ панă. Çапла вара качака вĕçне юлмалла пулнă. Выçлăх вăхăтĕнче çемьене ĕне мĕнле пысăк усă панă пулĕччĕ.

Тăлăх, çителĕксĕр пурнăçпа, анне куççульне курса ÿссе мĕскĕн чунлă, йăваш кăмăллă, тĕревсĕр туйса ÿсрĕм. Атте те кирлине ăнланса илтĕм. Халĕ ватăлсан, ĕмĕр иртнине, мĕнле иртнине шутласан пĕтĕмпех çав усал вăрçăпа сăлтавлатăп. Сывлăха та вăхăтсăр çисе кайрĕ. Пĕр эпĕ çеç мар вăрçă ачи, вĕсем - миллионĕпе. Вăрçă чарăнни 68 çул çитрĕ ĕнтĕ. Хисеплĕ вăрçă участникĕсем медалĕ, орденĕсене çакса урам тăрăх утĕç. Вĕсен умĕнче эпĕ те пуçа таятăп. Хисеплетĕп. Мĕнле телейлĕ вĕсем, телейлĕ çĕршыва хÿтĕлесе хăварнă. Вăрçă участникĕсене, тыл ĕçченĕсене, йăх-нĕсĕлĕсене Çĕнтерÿ кунĕпе саламлатăп.

Вăрçă ачи Груня.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429412, Урмарский район, д. Большое Яниково, улица Карла Маркса, дом 75
Телефон: 8(83544) 45-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика