Челкасинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чăваш Ен литератури: çулталăкри чи нумай вуланă кĕнеке»

30 апреля 2013 г.

 

Чăваш литературине халăхра анлă сарас тĕллевпе республикăра 2003 çултанпа «Чăваш Ен литератури: çулталăкри чи нумай вуланă кĕнеке» конкурс иртет. Вăл çынсене çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарма пулăшать, ăс-хакăла, вулав культурине аталантарать. Кăçал 2011 çулта тухнă кĕнекесене хакланă.

Г.Максимовăн «Танец в ночи» кĕнеки вырăсла çырнисем хушшинче «Çулталăк прози» номинацире çĕнтернĕ. Уншăн 3102 сасă панă. Ю.Сементерĕн «Кубок судьбы» вырăсла çырнă сăвă кĕнекисен хушшинче мала тухнă. Çавăн пекех Е.Лисина тата В.Серебрянаян кĕнекисем чи нумай сасă пухнă.

Конкурс пынă тапхăрта çыравçăсем халăхпа тĕл пулнă, презентацисемпе вулав конференцийĕсем ирттернĕ.

Чăвашла пичетленнĕ кĕнекесенчен Пĕчĕк Енккассинче çуралса ÿснĕ Ангелина Павловскаян «Сапаскар хĕрĕ» мала тухнă, ăна 3747 çын юратса вуланине пĕлтернĕ. «Чи нумай вулакан» номинацире те пирĕн ентеш, Чулкасра пурăнакан, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти 9 в класра вĕренекен С.Дмитриева çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Ăна диплом, парнесем, кĕнеке комплекчĕсем парса чыс тунă. Çакна та палăртма кăмăллă: Чулкас библиотеки çулсерен конкурссенче, çав шутра «2012 çулхи литература гурманĕ» номинацире - пĕрремĕш.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
429415, Урмарский район, с. Челкасы, улица Карла Маркса, дом 57
Телефон: 8(83544) 34-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика