Большеяниковский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăх вĕрентекенсенчен пĕри

24 апреля 2013 г.

Вăл 1963 çулхи апрелĕн 16-мĕшĕнче Кавал ялĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ те хăйсен профессине вĕрентÿ ĕçĕпе çыхăнтарман пулин те, Ирина мĕн пĕчĕкренех вĕрентекен пулас ĕмĕтпе пурăннă.

Ашшĕ, Василий Михайлович Игнатьев, чылай çул райпо системинче вăй хунă, хатĕрлев кантурĕнче тăрăшнă. Амăшĕ, Манефа Ананьевна Игнатьева, ĕмĕр тăршшĕпех «Ленинский» совхозра ĕçленĕ, «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне чăваш чĕлхипе литература учителĕ Людмила Леонидовна Кузнецова пултаруллă хĕр ачана тăван чĕлхене юратма, ăна упрама, малашлăхра пурнăçа вĕрентекен профессипе çыхăнтарма пулăшса пынă. Алла аттестат илсен хĕр-пике пĕр çул «Хыпар» хаçатра корректор пулса ĕçлет. Ун чухне редактор заместителĕнче вăй хунă А.Казанов пултаруллă хĕр-упраçа пулăшса, çырас ăсталăха вĕрентсе пырать. 1981 çулта И.Игнатьева (хĕр чухнехи хушамачĕ) И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрет. Тăрăшса вĕренет вăл, наукăпа практика конференцийĕсене те активлă хутшăнать. 1986 çулта ăнăçлă вĕренсе тухса алла диплом илсен Ирина Васильевна Пысăк Енккассинчи вăтам шкула ĕçлеме килет. Унтанпа пĕр улшăнмасăр çак ĕçре вăй хурать. Çамрăк ăрăва тăван чĕлхене юратма, пуплеве тĕрĕс аталантарма вĕрентет вăл. Çавăн пекех вĕсемпе çырас ăсталăха та туптать. Ирина Васильевна вĕрентекен ачасем сăвăсем, пĕчĕк калавсем, заметкăсем çырма ăста.

И.Иванова вĕрентекен районта, республикăра иртекен ăслăлăх конкурсĕсене активлă хутшăнать. Республикăра иртнĕ «Чăваш чĕлхин пĕрремĕш уçă урокĕсем», «Тĕнчере тĕрлĕ кĕнчеле» фестивальсене, «Яков Ухсай - çĕр поэчĕ», «Ашмарин вулавĕсем» конкурссене те Ирина Васильевна активлă хутшăннă. Республикăра вĕрентекенсем хушшинче ирттернĕ «Ăраскал çăлтăрĕ» конкурсра вара виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Нумаях пулмасть акă «Особенности концепций творчества в культуре Урало-Поволжья» ятпа иртнĕ регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцине те хутшăннă. Ирина Васильевна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнисĕр пуçне тĕрлĕ калавсем, статьясем çырма ăста. Хăйĕн çырас ăсталăхне вăл туптасах тăрать. Республикăра тухса тăракан «Тантăш», «Хыпар», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсенче унăн вĕрентÿ ĕçĕпе çыхăннă статйисене тăтăшах вулама пулать. Пĕтĕмшле каласан пур енлĕн аталаннă вĕрентекен. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл районта иртнĕ «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă. Пĕрле ĕçлекен ĕçтешĕсем умĕнче те И.Иванова вĕрентекен пысăк хисепре. Вĕрентÿ ĕçĕнче яланах çĕнĕлĕх шыраççĕ Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта вĕрентекенсем. Çавна май нумаях пулмасть вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентекен Г.Алексеева тата чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентекен И.Иванова «Икĕ культурăн калаçăвĕ» темăпа уçă уроксем панă.

Ĕçне кура - хисепĕ. Вĕрентÿ ĕçĕнче пысăк тÿпе хывнăшăн И.Иванова вĕрентекене район администрацийĕн, ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотине парса чысланă. Ирина Васильевна аслă категориллĕ вĕрентекен. Ăна вăл хăйĕн пултарулăхĕпе, ырми-канми ĕçĕпе тивĕçнĕ.

Мăшăрĕпе, Вячеслав Иванович Ивановпа, çемье çавăрнă, вĕсен икĕ хĕр çитĕнет. Вĕсем те лайăх вĕренсе пырса ашшĕ-амăшне савăнтараççĕ.

Хальхи вăхăтра Ирина Васильевна республикăри «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурса хутшăнма хатĕрленет. Эппин эпир ăна çĕнĕ çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр.

 

З.ПАВЛОВА.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429412, Урмарский район, д. Большое Яниково, улица Карла Маркса, дом 75
Телефон: 8(83544) 45-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика