Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тупăшлисен ретне кěресшěн

26 апреля 2013 г.

Пěрремěшěнче юлашки çулсенче ертỹçěсем улшăнсах тăчěç. Виталий Никитин унăн тилхепине тытнăранпа çулталăк çитмен-ха. Çавăнпа унăн ěçне хаклама иртерех те пулě. Халăх ăна кунта сысна фермине лайăх ертсе пынăран шанса суйланă. «Пěлтěр кашниех пултарнă таран тăрăшрě. Шел те, çулталăка кăштах тăкаклă вěçлерěмěр. Кăтартăвě пысăках мар. Ăна лайăхлатма майсем пур. Кăçал тупăшлă аталанакан хуçалăхсен йышне кěресшěн»,- терě Виталий Васильевич.

   Ăратлă выльăх самăртакан пěрлешỹ 2013 çул валли пысăк тěллевсем палăртнă: 300 гектар – çурхи тулă, 600 гектар – урпа, 90 гектар сěлě акмалла, 50-60 гектар çěр улми лартмалла. Кашни гектартан вăтамран 27 центнертан кая мар тěш тырă пухса кěртмелле. Ытти çул «иккěмěш çăкăра» 200 гектартан  та ирттернě, анчах 2011 çулхи йěпе-сапари йывăр  «уроксем» кăçал лаптăка пěчěклетме хистенě.

    - 10 гектар хěрлě кăшман, силослăх 50 гектар куккурус акасшăн, - терě Виталий Никитин. – 700 пуçа яхăн мăйракаллă шултра выльăх, 291-шě  - сăваканни, 1000 ытла пуç сысна усранăран выльăх апачě ытларах хатěрлесшěн.

    Хуçалăх кашни амаран сысна çури илессипе, ěне выльăх самăртассипе те 5 пин ытла кг урлă каçнă. Кăтартусене кăçал сыхласа хăварасшăн çеç мар, май пур таран лайăхлатасшăн. Кадрсен ыйтăвне татса панă ěнтě. Зоотехник, ветврач, бухгалтер… - пурте пур, анчах пěр йывăрлăх кунта та ытти çěрти пекех – фермăна хěрсем, мехпарка каччăсем кăмăлламанни. Сěт сăвакансем, выльăх пăхакансем, механизаторсем çулсерен ватăлаççě. Ферма çурчěсене хăтлăлатмалла, шалу хушмалла, анчах укçа хěсěкки ура хурать. Минерал удобрени пиркиех акă ыйту çивěч. Ăна хальлěхе 20 тонна çеç кỹрсе килнě. Çěр улми валли вăл. Кěрхисемпе нумай çул ỹсекен курăксем вара апатланаймасăрах юлěç.

    -Патшалăх пулăшěвěсěр йывăр паллах , - килěшет Муркаш район администрацийěн пěрремěш çумě – экономика, АПК аталанăвě тата муниципалитет харпăрлăхěн пайěн пуçлăхě Владислав Ананьев. _ Хуçалăхсене вăл вăхăтра  çитрě.  Кăçал унăн меслетне улăштарчěç. Усă куракан кашни гектар çěр пуçне тỹлеççě, унăн эффективлăхне шута илеççě. Пирěн района гектар пуçне вăтамран 311 тенкě тивěçрě. Хăш-пěр хуçалăха – 400 тенкě таранах, теприсене – 190. Пулăшу çěрпе тухăçлă-тупăшлă усă курма хистет.

   Владислав Кириллович акана тухиччен хуçалăхсем ăна хатěрленсе çитессе пěлтерчě.. Вăрлăха çěнетме 400 ытла тонна элита вăрлăх туяннă. Экономика ăмăртăвěнче мала тухнисене кăçал та хавхалантарěç, Акатуйра чыслěç.

     Чкалов ячěллě ЯХПК ертỹçи Павел Ефимов ěçпе çула тухма питě васкатчě, çавăнпа нумаях калаçаймарăмăр. Акана яланхи пекех тěплěн хатěрленсе çитессе, хаваслă кăмăлпа тухасса пěлтерни шанчăк çуратрě. Павел Геннадьевичăн сăмахě çирěп.  Кооперативра ытти çул та пулнăран кунта ěç çулленех кал-кал пынине лайăх пěлетěп.

    Муркаш тăрăхěн уйěсем юртан тасалсах пěтейменччě-ха, тěл-тěл шыв кỹлленсе тăратчě. Çывăх кунсенче кунти хресченсем те çурхи ěçе пуçăнаççех.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика