Староурмарский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Киввăрмарсем ĕç пахалăхне мала хураççĕ

13 апреля 2013 г.

Ку чăнахах та çапла. Хуçалăхра çулсерен паха вăрлăх акса тухăçлă тыр пул туса илеççĕ. Киввăрмарсем пĕлтĕрхи вырмана вĕçлесенех çитес акана хатĕрленме пуçланă тесен те йăнăш пулмĕ: вăрлăхăн элитлă, 1-мĕш репродукциллĕ сорчĕсене кÿрсе килнĕ, минераллă удобренисене, çунтармалли-сĕрмелли материалсене ытлăн-çитлĕн хатĕрленĕ, ял хуçалăх техникине юсаса çитернĕ. Çавăнпа та «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче çурхи ĕçсене пурнăçлама пĕтĕм енчен хатĕр. Кăçал хуçалăхра çурхи культурăсене 1330 гектар çинче акма планланă.

Паха вăрлăх - тухăç никĕсĕ текен каларăша ăша хывса ĕçлеççĕ хуçалăх ĕçченĕсем, çавна май вăрлăх хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал çеç акма тулăн «Дарья», урпан «Владимир» элитлă, тулăн - «Красноуфимская», урпан «Эльф», «Раушан» 1-мĕш репродукциллĕ сорчĕсене кÿрсе килнĕ. Унсăр пуçне хуçалăхри складсенчи урпан «Эльф», çурхи тулăн «Красноуфимская» вăрлăхĕсене алласа кондицие лартнă. Вăрлăх хатĕрленĕ çĕрте икĕ звено йĕркеленĕ. Акă эпир пынă вăхăтра Т.Степанова склад заведующийĕ, О.Кудряшов, С.Петров, Е.Алексеева, В.Дмитриев рабочисем вăрлăха кондицине лартас ĕçе вĕçлерĕç. Хуçалăх пуçлăхĕпе Н.Петровпа В.Нарзаев тĕп агроном, рабочисен ĕçĕпе кăмăллăскерсем, ĕç вĕçленнине кура йăл кулса ячĕç. Апла пулсан çурхи акара Киввăрмарсем 1330 гектар çинчи лаптăка паха вăрлăх акасси пирки иккĕленÿ çук.

Хуçалăхра çур акине хутшăнакан ял хуçалăх техникине те юсаса çитернĕ. Машина-трактор паркĕнче те йĕркелĕх хуçаланать. Механизаторсем те хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçлани тÿрех курăнать.

«Çурхи ĕçсене пурнăçламашкăн Т-150 тракторсем - 4, МТЗ-80, 82 - 5, ДТ-75 - 1 хутшăнать. Г.Силеров, Н.Петров, И.Николаев, О.Григорьев, Г.Судюков, Д.Войков, Н.Петров, А.Васильев, С.Николаев механизаторсенчен тăракан ака-суха бригади йĕркеленĕ. Сÿрене - 3, акма, çĕр хатĕрленĕ çĕре 4 агрегат тухать. Акана 3 сеялкăллă 3 агрегат хутшăнать. Ĕçсен планне пăхса тухнă, ĕçлекенсене хавхалантармалли условисене палăртнă. Кашни трактор çумне ятарлă çынна çирĕплетнĕ. Пурте çур акине тухма хатĕр. Топливо çителĕклĕ. Çур акине хутшăнакансене апата вырăна тухса çитерессине йĕркелетпĕр», - тесе паллаштарчĕ хуçалăх пуçлăхĕ Н.Петров.

Апла пулсан «Урмарская» хуçалăх ĕçченĕсене иртнĕ çулсенчи пекех çур акине хăвăрт та пахалăхлă ирттерме ăнăçу сунасси çеç юлать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429409, Урмарский район, д. Старые Урмары, улица Школьная, дом 17
Телефон: 8(83544) 33-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика