Арабосинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Поэтессăн пултарулăхĕпе паллашрăмăр

24 апреля 2013 г.

Поэтессăн пултарулăхĕпе паллашрăмăр

Пирĕн ял - Арапуç - питĕ лайăх вырăнта вырнаçнă: юнашар пысăк поселок, чукун çул, автостанци. Çавăн пек ялсене аталанма çăмăл, пурнăçран пĕрре те юлмаççĕ вĕсем.

XIV-мĕш ĕмĕрте Ара шывĕ хĕрринчен пуçланса кайнă Арапуç ялĕ. Нумай хисеплĕ те маттур çынсем çуралса ÿснĕ, ĕçлесе чапа тухнă: С.Гурьев - краевед, Арапуç ялĕн историне тĕпчекен; Е.Никитин - чăваш халăх тата РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ, И.Михайлов - вăтăр çула яхăн колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ, Арапуç ялĕн сăн-сăпатне тĕпрен улăштаракан; Г.Тимошенко - Раççей Федерацийĕн Тава тивĕçлĕ врачĕ - çынсен сывлăхне упрас енĕпе нумай вăй хуракан. Пурнăç кустăрми малалла чупать. XXI-мĕш ĕмĕр те çитрĕ. Паянхи кун та Арапуçсен ятне çÿлелле çĕклекенсем пур иккен. Вĕсенчен пĕри - Т.Дорофеева поэтесса. Иртнĕ кунсенче Арапуç ялĕнчи библиотекăна çынсем чылайăн пуçтарăнчĕç: шкул ачисем, вĕрентекенсем, музей ертÿçи, культура ĕçченĕсем, ял çыннисем. Ара, кунта интереслĕ тĕл пулу пулмалла-çке. Арапуçсем патне хăнана поэтесса, Чăваш тата Раççей писателĕсен союзĕн членĕ Т.Дорофеева килчĕ (ÿкерчĕк çинче).

Татьяна Юрьевна Дорофеева 1973 çулта Арапуç ялĕнче çуралнă. 1980-мĕш çулта вăл Арапуçĕнчи вăтам шкула пĕрремĕш класа вĕренме килнĕ. Лайăх вĕреннĕ хĕр ача, уйрăмах ăна вырăс чĕлхипе литератури килĕшнĕ. Çак предметпа С.Теплова, О.Иванова вĕрентекенсем пулăшнипе, Татьяна районти, республикăри, Пĕтĕм Союзри олимпиадăсене хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Шкулта вĕреннĕ чухне вăл КВНсене хутшăнать, юрлама-ташлама ÿркенмест, Вăрмарти ÿнерçĕсен шкулне çÿрет. Шкул пĕтернĕ хыççăн Татьяна Юрьевна И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи филологи факультетне вĕренсе пĕтерет. Арапуçĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех Татьяна сăвăсем çырма пуçлать. Кĕнекесем вулама юратакан хĕр ача аллине М.Фролова çырнă «Люба» повеç лекет. Кĕнеке Татьянăна тыткăнлать, унта Таня хăйĕн пек çитĕнекен хĕр ачана палласа илет. Туйăмсене тытса тăраймасть, вăл автор патне çыру çырса ярать. Çыру çине хуравласа М.Фролова Таня Дорофеевăна автографпа хăйĕн кĕнекине ярса парать.

2009-мĕш çултан пуçласа Татьяна Юрьевна пилĕк кĕнеке кăларать. Нумай çĕре ярса парать Т.Дорофеева сăввисене, чылай конкурсра çĕнтерет. Пĕтĕм тĕнчери поэтсен «Золотая строфа-2011» конкурсăн лауреачĕ пулать, 2012-мĕш çулта «За гранью реального» конкурсра çĕнтерет. Унăн сăввисем «ЛитОгранка», «Вне формата» тата ытти литература журналĕсенче пичетленеççĕ. 2012-мĕш çулта «Чăваш Ен» ПТРК Т.Дорофеева поэтессăпа куракансене паллаштарать, ун хыççăн чăваш радио та «Çула тухсан» передачăна эфира кăларать.

Савăнăçлă тĕл пулăва В.Гурьева библиотекарь уçрĕ, Арапуçсем хăйсен ялĕнчен паллă поэтесса тухнипе хĕпĕртенине палăртрĕ вăл. Ун хыççăн Т.Дорофеева хăйĕн творчество пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ, сăввисене вуларĕ. «Поэт пулас тесен нумай вуламалла, хăвăн тавракурăма пĕрмаях ÿстерсе пымалла, çынсене юратмалла», - тесе ăнлантарчĕ шкул ачисене Татьяна Юрьевна.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика