Кудеснерский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьере ăнлану - ĕçре çитĕнÿ

20 апреля 2013 г.

Культура енĕпе нумай çул ĕçлекен çынсене курсассăн, ман вĕсене ырă сунса пуç таяс килет. Çакăн пек çынсем шутланса тăраççĕ те ĕнтĕ Кĕтеснерте пурăнакан мăшăр - Светланăпа Алексей Скворцовсем.

Светлана Валерияновна - Кĕтеснерти библиотека заведующийĕ, Алексей Гурьевич - Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕн художество ертÿçи. Чĕрĕк ĕмĕр пулать ĕнтĕ вĕсем пĕр-пĕринпе алла-аллăн тытăнса пурнăç тума пуçлани.

С.Скворцова библиотека ĕçĕнче 20 çул ытла ĕçлет. Кунта ĕçлеме тытăнсанах вăл кĕнеке пÿлĕмĕсене, уйрăмах вулав пÿлĕмне хăтлăх кÿртес тĕлĕшпе нумай тăрăшрĕ. Ку енĕпе паянхи куна штукатурка ĕçĕсене туса пĕтернĕ, урайне сăрланă, чÿречесем çине тюльсем çакнă. Халĕ библиотекăна кĕрсессĕн хăвна чăн-чăн ăслăлăх çуртĕнчи пек туятăн. Вăл тăрăшнипе хальхи вăхăтра кунта çĕршер ытла вулакан çÿрет, фондра 10000 ытларах кĕнеке шутланса тăрать.

Библиотекарь кĕнекесемпе кăна ĕçлемест, вăл ял пурнăçне библиотека урлă çутатса тăрать. Кунта çулсеренех Чăваш халăх писателĕн В.Алентейăн çуралнă кунне ваттисем те, шкул ачисем те пухăнса паллă тăваççĕ. Нумаях пулмасть-ха библиотекăпа культура çурчĕ тăрăшнипе Н.Иванов поэт-композиторăн юбилейĕпе çыхăннă пысăк тĕл пулу каçĕ иртрĕ. Çавăн пекех Кĕтеснерсен А.Ивановăн «Пурнăç хумĕсем» тата Л.Викторован «Роковое наследство или подарок судьбы» кĕнекисем тухнине анлăн паллă турĕç. Библиотекăра тăтăшах тĕрлĕрен стендсем, куравсем йĕркелеççĕ. Паянхи кун «Сывă пурнăç йĕрки» темăпа пысăк стенд тата 2012 çулта республикăра тухнă çĕнĕ кĕнекесен куравĕ пур.

Светлана Валерияновна компьютерпа та пысăк ăсталăхпа ĕçлет. Пур мероприятисенче те вăл питĕ илемлĕ хатĕрленĕ слайдсем, электронлă презентацисем пулаççĕ. Ялта халĕ çемье уявĕсем валли те тĕрлĕрен слайдсем хатĕрлесси йăлана кĕрсе пырать. Ку енĕпе те библиотека пуçлăхĕ ял çыннисене кирлĕ пек пулăшу парать. Библиотека ĕçченĕсем ялти художествăлла пултарулăх ушкăнĕн ĕçне те активлă хутшăнаççĕ. С.Скворцова концертсене чăн-чăн артистка пекех ертсе пырать. Светланăпа Алексей сцена çинче пĕрле юрланине халăх яланах ăшшăн кĕтсе илет. Вулав çурчĕн ĕçне пысăка хурсах ĕнтĕ 2011 çулта Кĕтеснерти библиотекăна «Çулталăк библиотеки-2011» ят панă.

Светлана Валерияновнан мăшăрĕ, Алексей Гурьевич, ял çыннисен канăвне лайăхрах йĕркелес тесе ырми-канми тăрăшать. Нумаях пулмасть вăл ертсе пыракан юрă-ташă ăстисен ушкăнĕ умлă-хыçлă ял халăхне икĕ концерт лартса пачĕ. Вăлах кĕске вăхăтрах фольклор ушкăнĕ йĕркелерĕ. Çак ушкăн ялти сцена çинче ĕлĕкхи йăла-йĕркене кăсăклăн сăнласа пачĕ. А.Скворцов культура ĕçĕпе кăна çырлахса лармасть. Вăл ял пурнăçĕпе кăсăклансах тăрать, ял администрацийĕ ирттерекен мероприятисене активлă хутшăнать, тĕрлĕрен спорт вăййисенче ял чысне хÿтĕлет.

Февральте А.Скворцова ял халăхĕ Кĕтеснер ял старости пулма суйларĕ. Хушма хуçалăхра вĕсене икĕ хутлă капмар çурт, тĕрлĕрен выльăх-чĕрлĕх, уйри пысăк çĕр лаптăкĕ кĕтет. Скворцовсем пыл хурчĕсем те тытаççĕ. Ачисем, Аленăпа Андрей, аслă пĕлÿ илнĕ. Вĕсемшĕн ашшĕпе амăшĕн пурнăçĕ ырă тĕслĕх пулса тăрать.

- Эсир хăвăр ĕçре мĕнле çĕнĕлĕхсем, улшăнусем кĕтетĕр; - тесе ыйтрăм эпĕ Скворцовсенчен.

Светлана Валерияновна библиотекăра нумай функциллĕ центр туса хурсан ял халăхĕшĕн вулав çурчĕн пĕлтерĕшĕ татах та çÿлерех шая çĕкленĕ тесе шутлать.

Алексей Гурьевич кăçал культура çуртне тĕпрен юсама палăртни çинчен, халĕ çав енĕпе Л.Ломоносова директор нумай тăрăшни, хăйсем ку ĕçрен айккинче юлманни çинчен каларĕ, мĕншĕн тесен культура çуртне çĕнетсе çитерсен, çĕнĕ музыка инструменчĕсем тата сцена тумĕсем туянсан ĕç условийĕсем палăрмаллах лайăхланнă пулĕччĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика