Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пай çĕрĕ кирлĕ мар пулсан, унпа мĕн тумалла?

08 апреля 2013 г.

Пай çĕрĕсене харпăрлăха куçарас ĕçĕн тапхăрĕ вĕçленсе пырать. Çынсем вара пурпĕр ку енĕпе татăклă утăм тăвайман-ха, тен вĕсем ку ĕçе ăнланмаççĕ, вăхăт вара пире кĕтмест. Саккун çакна тивĕçлĕ шайра вĕçлеме хушать. Çавна май черетлĕ калаçăва эпĕ район администрацийĕн пурлăх пайĕн ертÿçине И. Захарова чĕнтĕм.

– Район администрацийĕ хуçисем кирлĕ мар тесе палăртнă пай çĕрĕсем тĕлĕшпе çынсене, тĕрĕсрех каласан çĕр хуçисене, ăнлануллăрах пулма ыйтать. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсем çÿлерех асăннă категорири пай çĕрĕсемпе ĕçлеççĕ, вĕсене муниципаллă харпăрлăха куçарассипе тимлеççĕ.

«Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре çаврăнăша кĕртесси çинчен» Федераллă Саккунпа килĕшÿллĕн пай çĕрĕсене муниципаллă харпăрлăха куçарассине икĕ мелпе пурнăçламалла. Пĕрремĕшĕ вăл – пай çĕрĕсен хуçисен çав лаптăксене хăйсен харпăрлăхне куçарасси. Тепĕр саманчĕ – енчен те çын пай çĕрĕ кирлĕ мар тесе шутлать пулсан, унăн пай çĕрĕнчен хăтăлмалла, çак ĕçе саккунпа килĕшÿллĕн тумалла.

Çапла вара çак кунсенчех пай çĕрĕсен хуçисемпе татах та тачăрах ĕçлемелле. Çынсен регпалатăна хăйсен кайса заявлени çырмалла. Вĕсене çăмăллăх кÿрес тесе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем йĕркеленипе регпалата ĕçченĕсем ял тăрăхĕсенче халăха йышăнаççĕ. Çапла вара çынсем вырăнтах çÿлерех асăннă заявление çырма пултараççĕ. Йышăну кунне, вăхăтне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем йĕркелеççĕ, çынсене маларахах пĕлтереççĕ. Унта вĕсем пай çĕрĕ кирлĕ маррине татăклăн палăртаççĕ. Çакăн пек чухне çĕр лаптăкĕ ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçать. Ку вăл тÿлевсĕр тата ансат мел шутланать. Çавăнпа та çынсен ял тăрăхĕсемпе çыхăнмалла.

Тепĕр çул-йĕр вара кăткăсрах. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ял тăрăхĕнчи çакăн пек темиçе çул усă курмасăр выртакан çĕр лаптăкĕсемпе никам та усă курманнине ăнлантарать, çирĕплетет. Çапла вара вăл пай çĕрĕсене ял тăрăхĕ çине куçарма ыйтса район судне иск тăратать. Пай çĕрне регистрацилессине хăй çине илет. Анчах та Раççей Федерацийĕн Налук кодексĕпе килĕшÿллĕн иккĕмĕш меле суйласа илекен çынсене 200 тенкĕ чухлĕ патшалăх пошлини тÿлеттереççĕ. Район шайĕнче миçе ĕç пăхса тухмаллине шутласан вара çакă питĕ пысăк калăпăш.

Паянхи кун тĕлне Муркаш район сучĕ иккĕмĕш мел суйласа илнĕ граждансен заявленийĕсемпе ĕçлет, анчах та вĕсен йышĕ питĕ нумай. Çапла вара вăхăта тата халăх укçи-тенкине перекетлес тĕлĕшпе район администрацийĕ çынсене ăнлануллăрах пулма ыйтать. Кирлĕ мар тесе палăртнă пай çĕрĕсен хуçисен списокне кĕртнĕ çынсене ял тăрăхĕсен администрацийĕсене пырса заявлени çырма сĕнет. Çак ĕçе пурнăçлама хăвăрпа пĕрле паспорт тата пай çĕрĕн свидетельстви кирлĕ, ытти ĕçе вара ял тăрăхĕсен ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ.

Çавăн пекех сак саманта та ăнланма ыйтатпăр. Пай çĕрĕсене муниципаллă харпăрлăха куçарасси – саккун хушăвĕ. Çакна туллин пурнăçласси ял тăрăхĕсен тÿрĕ тивĕçĕ тата сирĕн ăнланулăх. Хамăр тăрăхри пурлăхпа-пуянлăхпа тĕллевлĕ усă курар. Çĕр пире тăрантаракан пулнине манар мар, ăна мĕн авалтанах хаклама пĕлнĕ, çак ĕçе эпир те тивĕçлĕ шайра тăвар.

Р. Илларионова     калаçнă. 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика