Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш халăх йăли-йĕркине – ачасене

13 апреля 2013 г.

Ача-пaча фольклорeн шутне тaван халaхaн илемлe сaмах пултарулaхeпе çыруллa сaмахлaхe тата вaйaсем кeреççe. Вeсем çамрaк aрaва пaхса ÿстерес тата вeрентес тeллевсемпе килeшсе тaраççe. Ача-пaча валли хывнa е çырнa хайлавсем вeт-шакaра aслa-тaнлa, ырa та тÿрe кaмaллa пулма, eçе хaнaхма, ваттисене хисеплеме, тaван халaхпа çeр-шыва юратма, тaван чeлхе илемне туйма вeрентеççe.

Чaваш ача-пaча фольклорe – хавас чун туртaмлa, çутa eмeтлe. Вaл пурнaçра пахине курма вeрентет, ырра шанма хавхалантарать.

Анат Чаткасри «Чебурашка» ача сачe çак енeпе темиçе çул каяллах eçлеме тытaннa. Малтанах эпир план туса йeркелерeмeр, унта малтанхи вaхaтра ачасене мeн вeрентессине кeртсе хaвартaмaр. Чи малтан ача садне eлeкхи тeрeсене, ал шaллисене, савaт-сапа пуçтарса, тирпейлесе хутaмaр. Унтан çав япаласемпе ачасене паллаштарма тытaнтaмaр.

Ачасемпе eçлекен воспитательсем садикре пeр пÿлeме чaваш тeррисемпе илемлетрeç. Ку енeпе ашшe-амaшe те пулaшрe. Музей валли япаласем илсе килчeç, ачасем валли чaваш тумне çeлесе пачeç.

Шкул çулне çитмен ачасен ÿсeмe – халaх пухнa aс-хакaла, хaнaхтарусемпе пeлÿсене илмелли пeрремeш тапхaр. Çавaнпа та ача садeнче тaван тaрaхри ырa йaла-йeркене, асанне-кукамай юрри-такмакне вeренесси йaлана кeрсех пырать.

Садикре чaвашсен тумтирeн комплекчeсем те пур. Пeчeккисене илемлe тeрeллe кeпесем тaхaнса сцена çинче юрлама питe килeшет. Çав тумпа ял тaрaхe тата районта йeркеленe тeрлe концертсене хутшaнатпaр.

А.ЕРЕМЕЕВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика