Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрăсем те, кулăшсем те

03 апреля 2013 г.

АНАТ ЧАТКАС ял тaрaхeн илемлe пултарулaх ушкaнe смотр-конкурс программине хор "Хуткупaса тытсассaн" тата "Çeмeртпе палан" юрaсемпе пуçларe (аккомпаниаторe Алена Лукианова). "Чебурашка" ача сачeн воспитанникeсем куракансене "Асамат кeперe", "Улми лайaх-и, çеçки лайaх-и;" юрaсемпе савaнтарчeç. Артем Юманов, Лидия Пименова, Роза Лукианова солистсен юррисем те илемлeн янaрарeç. Н.Зыковпа В.Зиновьев "Пурнaç урапи", Е.Капралова, Г.Тихоновапа Л.Хрисанова "Иртет çамрaк eмeр", "Аннене суйламаççe", хeрарaмсен ансамблe "Çeр пин юрa çeр-шывeнче", арçынсен ансамблe «По дороге...» юрaсене кaмaла каймалла юрларeç. А.Кузьмина такмаксемпе килентерчe.

Шкулта вeренекен хeрачасен ушкaнe те пысaк пултарулaхпа палaрчe. Вeсен кашни юрри-ташши хыççaн залра ларакансем кaмaллaн алa çупрeç.

"Чебурашка" ача сачeн eçченeсем "Больницaра" тата "Парфюмери магазинeнче" инсценировкaсем лартса пачeç.

Ялти фольклор ушкaнe – юлашки çулсенче aна Алена Лукианова ертсе пырать – концерт программине хaйне евeр илемлe тeс кÿчe. Хeрарaмсем хальхинче сцена çине «Тaвалла туртать тaван», «Малтан – сылтaм аллуна...» юрaсемпе тухрeç.

Концерта килнисем культурaпа кану центрeн фойинче ал aсталaх япалисен куравeпе те паллашрeç. Елена Капралован, Зинаида Корчагинан, Наталья Воробьеван тeррисем, Лидия Лукианован çипрен çыхса тунa, Леонид Нянинaн йывaçран касса aсталанa тeрлe япаласем пурне те килeшрeç. Леонид Николаевичaн илемлe сeтел-пуканне, кухньaра усa курмалли хатeрeсене, хeрарaмсен илeртÿллe тeррисене кaçалхи Акатуйри выставкaра та курасчe.

Т.СЕРГУНОВА.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика