Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăл тăвакан техник

07 декабря 2012 г.

–Çăварта шăл юлмарĕ, хытă апат çиейми пултăм. Валентина Павловна, умĕнчи шăлсене илемлетме пулать-ши? Эсир тунă протез мĕншĕн канăçсăрлантарать? Манăн шăлсем хатĕр-и? – çакнашкал ыйтусене кунсерен хуравлама тивет ĕнтĕ Тăвайри тĕп больницăра шăл тăвакан В.Никитинан.
“Шăл ыратăвĕнчен вăйлăраххи çук пуль чăнах. Сурма пуçласан, çур çĕрте те, ирхине те, каçхине те канăç памасть. Темĕн те туса пăхатăн тухтăр патне кайиччен ырату кăшт та пулин лăплантăр тесе. Кăларсан тин чарăнать вара асаплану. Çавăнпа шăлсене питĕ упрамалла. Çирĕп сывлăх вĕсенчен чылай килет. Хăрăк е начарланнă шăл витĕр организма сиенлекен, шăл тунине шыçтаракан инфекци чирĕсем кĕме пултараççĕ”, – тимлесех калаçать черетри хĕрарăм. Питĕ ыратнипе пулас, пĕр вырăнта тăраймасть вăл, унталла-кунталла утать.
Кĕçех А.Игнатьев опытлă хирург-стоматолог пÿлĕмне кĕрсе кайрĕ. “Кăларнă вырăн тÿрленсен, лайăх тасататпăр, виçетпĕр, унтан Валентина Павловна шăл хатĕрлесе парать, лартнă хыççăн вара ахăлтатсах кулма пуçлатăр. Шăл çук тесе вăтанмастăр”, – çапла ăшшăн калаçса ăсатрĕ Анатолий Иванович пациента. Районта пурăнакансене шăллă пулма пулăшакансене (А.Игнатьев врач, В.Никитина зуботехник, Л.Шусева медсестра-санитарка) ача-пăча консультацийĕн пĕр пÿлĕмĕнче вырăн панă.
Кр-р-р! туни илтĕнет унта, В.Никитина хăйĕн станокĕпе лартмалли шăла пикенсех хăйрать иккен.
–Шăп вырнаçмалла тумалла, атту кăшт пысăкрах пулсан, вырăнне лармасть. Япалисемпе тивĕçтерсех тăрсан, пирĕнте чарăну пулмасть. Питĕ килĕшет мана хамăрăн ĕç, çынна çĕнĕ шăл е протез туса парса савăнтаратпăр-çке, – тет медицина ĕçченĕ аллинчи япалине скальпельпе чакаланă май. Протеза унталла-кунталла çавăркаласа пăхать. Хăйĕн ĕçне хаклать ĕнтĕ.
Валентина Павловна Красноармейски районĕнчи Çĕньял Упи ялĕнче виçĕ ачаллă çемьере çутă тĕнчене килнĕ.
Унăн аппăшĕпе йăмăкĕ те хăйсен пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнă.
Пирĕн районти Енĕш Нăрваш каччипе çемье çавăрнă Валя. Мĕнешкел пĕрпеклĕх, иккĕшĕн те ашшĕсем Павăл ятлă пулнă.
Никитинсем икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Наташа çемьеленнĕ, Шăхасанти больницăра вăй хурать аслă пĕлÿллĕ врач-стоматолог. Унăн юрист дипломĕ те пур. Кĕçĕннине Вероника ят панă туслă мăшăр. Вăл та икĕ аслă пĕлÿллĕ, бухгалтер тата акăлчан чĕлхине вĕрентме пултарать. Вероника та пурнăç çулĕпе пĕрле утма савнă мăшăр тупнă.
Тăвайри тĕп больницăри шăл лартакан пÿлĕм ĕçченĕсем пирки ырăпа кăна асăнаççĕ çынсем. В.Никитина 30 яхăн çул хушшинче чылайăшне шăллă тунă, ăшă сăмахпа Хисеп хучĕсене пĕр хутчен кăна мар тивĕçлĕ пулнă.
–Кăçал çулталăк пуçламăшĕнче курсра пултăм, нумай çĕннине вĕренсе килтĕм. Пирĕн пĕлĕве çирĕплетсех тăмалла, ĕç пахалăхрах пулать вара, – калаçăва малалла тăсать Валентина Павловна.
Никитинсем Енĕш Нăрваш ялĕнчи Чапаев урамĕнче кил хуçалăх çавăрнă. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, йывăр ĕçсене пĕрле килĕштерсе пурнăçлаççĕ район центрĕнчен ĕçлесе таврăнсан.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика