Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эстрада юррисен концерчĕ

04 декабря 2012 г.

Райцентрти культурăпа кану центрĕнче “Тăвай çăлтăрĕсем” ача-пăча эстрада юррисен конкурсĕ иртрĕ. Тăвай енри ача сачĕсемпе вăтам шкулсене çÿрекенсен чи лайăх номерĕсене суйланă концерт валли.
Вырăнсене тухса комисси малтан произведенисене мĕнле пурнăçлас, епле костюмсем тăхăнас, сцена çинче харпăр хăйне тыткалас енĕпе сĕнÿсем панă. Вĕрентекенсемпе музыка ертÿçисем валли мастер-классем ирттернĕ.
Çавнашкал мероприяти йĕркелесе ирттерни çитĕнекен ăрăвăн тавракурăмне аталантарать, творчествăпа ĕçлес туйăма хавхалантарать.
“Пĕччен юрлакан” номинацире С.Семенов (Тăрмăш, ача сачĕ), Елена Бурлакова (Мучар, ача сачĕ), Д.Андреева (Тăрмăш, 8–10 çул), А.Петрова (Тăвай, 11–13 çул), С.Николаев (Тăрмăш, 14–16 çул) çĕнтернĕ.
Иккĕмĕш вырăнта – Е.Васильева (Тăвайри 1-мĕш номерлĕ ача сачĕ), М.Иванова (Тăвайри 3-мĕш номерлĕ ача сачĕ), Е.Владимирова ( ача-пăча искусствисен шкулĕ (АИШ), 8–10 çул), А.Паранин (Мучар, 8–10 çул), М.Сергеев (Тĕмер, 8–10 çул), А.Тимошкина (Тĕмер, 14–16 çул). П.Сергеева (Тăвайри 2-мĕш номерлĕ ача сачĕ), Д.Ивановпа А.Кабаков (Элпуç, 8–10 çул), А.Храмов (Тушкил, 8–10 çул), И.Петрова (Çĕнĕ Пуянкасси, 14–16 çул) виççĕмĕшне тухнă.
“Ансамбль” номинацире кĕрешÿ тата хĕрÿрех пулчĕ.
“Шалунишки” (Тăвайри 1-мĕш номерлĕ ача сачĕ), “Забава” (АИШ, 8–10 çул), Тăрмăш ялĕнчен килнисем (14–16 çул), “Серебряный дождь” (АИШ), Тĕмер ялĕнчи трио (14–16 çул) ушкăнсем хăйсенчен никама та ирттермен.
Иккĕмĕш картлашка çине “Задоринки” (Тăвайри 2-мĕш номерлĕ аса сачĕ), “Квартет” (АИШ, 8–10 çул), Н.Семеновапа В.Николаева дуэчĕ (11–13 çул), “Росинка” (Тушкил, 14–16 çул) ансамбльсем улăхрĕç. Виççĕмĕш вырăна Тăвайри виççĕмĕш номерлĕ ача сачĕн коллективĕ, “Девчата” (Çĕнĕ Пуянкасси, 8–10 çул), Мучар ялĕнчен килнĕ трио (11–13 çул), Автинасен дуэчĕ (АИШ, 14–16 çул) тухрĕç.
“Тăвай çăлтăрĕсем” конкурсăн гран-прине Тăрмăшри вăтам шкулта вĕренекен Е.Семенова çĕнсе илнĕ. Ăна Е.Капитонова учительница хатĕрленĕ. “ЮСМИК” строительство компанийĕн генеральнăй директорне Е.Козлована парнесем илме пулăшнăшăн районти искусствăсен шкулĕ тав тăвать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика