Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсене сума суни паха

30 ноября 2012 г.

Ватăсене сума суни паха

Енĕш Нăрвашри Екатерина Димитриевна Димитриева ноябрĕн 26-мĕшĕнче 90 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Хисеплĕ ватăна район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан В.Ванерке Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне тата асăнмалăх парне пачĕ. “Эсир çак çула çитсе те чун-чĕрепе патвар-ха, нумай-нумай çул пурăнăр, сывлăхпа çÿрĕр. Тавах, эсир пурришĕн”, – терĕ Владимир Алексеевич.
Екатерина Димитриевнана юбилей ячĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Петров, район депутачĕ, ялти офис врачĕ Людмила Николаева саламларĕç.
Ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçленĕ Е.Димитриева. Çĕнтерĕве çывхартма тылра, унтан юхăннă хуçалăха çĕклеме вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă.
Хура-шурне сахал тÿссе ирттерме тивнĕ кинемине. Йышлă çемьере ÿснĕ. Хĕрача 9 çулта чух ашшĕпе амăшĕ поезд айне пулса вилнĕ. Вăл асли пулнă, тăлăхсене аслашшĕ пăхса ÿстернĕ. Колхоз та нумай пулăшнă. Халĕ Екатерина Димитриевна Нина хĕрĕпе пурăнать.
– Манăн 3 мăнук, вĕсен ачисем улттăн, тăваттăмĕш сыпăкри кĕçĕн мăнуксем те пур, – тет вăл тулли кăмăлтан.
Тем пек нушаллă ÿснĕ пулсан та, чун пуянлăхне упраса хăварни пархатарлă. Яланах лайăххине шанса пурăнни вăй-хал парса тăнă ăна. Хăй çулне кура мар хастар-ха тăхăрвуннăри хĕр арăм. Кил хуçалăхра кăштăртатать, вăй çитнĕ ĕçсене тăвать. Хăнасене кĕтсе хăех кăмака яшки, кăвар çинче кулачă пĕçерсе хунă. “Парни мар, киле килсе чыслани паха. Патшалăх ман пек ватăсене сума сунишĕн хĕпĕртетĕп,” – савăнăç куççульне шăлса тав турĕ Екатерина Димитриевна.
 
Сăн ÿкерчĕкре: В.Ванерке, В.Петров, Л.Николаева ĕç ветеранне юбилейпе саламлаççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика