Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вěсенчен вěренмелли нумай.

28 ноября 2012 г.

    Çатракасси ял библиотекипе вырăнти вăтам шкул коллективě ку тăрăхри аслă ăру çыннисене чыслассине яланах тěп вырăнта тытаççě. Ватă çынсен кунě-и вăл е амăшěсен уявě – асăннă коллективсем ял тăрăхěн специалисчěсемпе тата вырăнти депутатсемпе пěрле пулса тěл пулу кунěсем ирттереççě. Çамрăксемшěн те, вěсен аслашшě-асламăшěсемпе ашшě-амăшěсемшěн те – çак самантсем çавра сěтел хушшинчи ăшă калаçура чуна уçмалли мел.

    - Хамăр йăмăксемпе шăллăмсем, ачасемпе мăнуксем  пире шута хуни эпир хамăр пурнăçа ахаль ирттерменнине çирěплетет. Аслă ăрăва паян шута хуракана  ыран хăйне те хисеп тăвасси пире иккěлентермест. Пирěнпе кěçěн  ăру хушшинчи çыхăнăва тăтăш çěнетсе тăнăшăн ял библиотекин ертỹçине В.Конузинăна, Çатракассинчи вăтам шкулта вěренекенсемпе учительсен коллективне чěререн тав тăватпăр. Выранти депутатсем те пирěнпе йěркеленě тěл пулусенчен  пăрăнса юлманни, вěсем пирěн сěнỹсене  шута илни асттесемпе асаннесен вăй иксěлменнине кăтартать. Çамрăксем аслисен ěç опычěпе интересленни вěсем малашлăха çирěп пăхни пирки калать, калаçма ỹркенмест нумай çул Çатракассинчи вăтам шкулта ачасене вулама-çырма вěрентнě Тамара Ивановна Авилова, 73 çулта пулин те ěнерхи учитель паян та ырă пěтěмлетỹ  туса вырăнлă сěнỹсем парать.

     «Свобода» хуçалăх ěçěнчен юлмасăр 5-шер ача çуратса ỹстернě Е.Донскова (59çулта), Р.Соловьева (69 çулта), З.Николаева (63 çулта) ěç ветеранěсен паянхи çамрăксене кирлě сěнỹсем памалли чылай. Ỹркенмеççě вěсем çак ěçре.

     - Çатракасси  ял тăрăхěнчи ăрусен туслă çыхăнăвě хавшаманни савăнтарать. Ял çыннисем те пурнăçри çěнěлěхсене алла илсе ыттисемшěн ырă тěслěх пулса тăрěç. Çакна тěл пулусене килекен çамрăксен шухăшěсене итлесен те ăнланма пулать,- терě асанне-аннесене тата кукамайсене сăвă-юрăпа савăнтарнă шкул ачисене тав тунă май çак ялта çуралса ỹснě Социализмла Ĕç Геройě  О.Федорова.

      …Анне, эсě ир тăран,

       Ир тăран та ěç тытан, - шăранать залта юрă. Черетлě тěл пулупа ачасем те, куракансем те кăмăллă пулчěç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика