Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч кĕрешÿре

27 ноября 2012 г.

Иртнĕ шăмат кун “Аль” спорткомплексра шахматистсемпе шашистсем тата ял администрацийĕсен командисем волейболла тупăшрĕç.
Пысăк йыш пухрĕç ăмăртусем. Шашка-шахмат ăмăртăвĕсене хамăр районтан кăна мар, кÿршĕллĕ районсен спортсменĕсем те хутшăнчĕç. Сăмахран, шашкăлла выляма Мускавран Василий Семенов, Вăрмартан Николай Дмитриев, Вăрнартан Валерий Наумов (ку хутĕнче шахматла вылярĕ) спорт мастерĕсем, Н.Индюков (Комсомольски), Н.Федоров (Патăрьел) кандидатсем, шахматла выляма I разрядлă Н.Ермолаев (Вăрмар) килнĕ.
Шашистсем хушшинче В.Семенов мастер 11 очко пухса (пĕр-пĕринпе 2-шер парти вылянă) пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çавăн чухлĕ очкопах Н.Дмитриев мастер 2-мĕш вырăна юлчĕ. Н.Индюков кандидат 9,5 очкопа 3-мĕш пулчĕ. Н.Федоров кандидатăн – 9 очко.
Шахматистсем пысăк йыша пула 2 ушкăна пайланса вылярĕç. Ушкăнсенчен финала И.Данилов (Нăрваш), район чемпионĕ В.Семенов (Тăвай), В.Дмитриев (Тăрмăш), Н.Ермолаев (Вăрмар), К.Григорьев (Тăвай) тата В.Пастухов тухрĕç. Вăйă вăхăтне 10-шар минут кăна панине пула чылайăшне флажок ÿке пани те такăнтарчĕ. Финалта Н.Ермолаев 4 очко пухса (флажок ÿкнипе пĕртен-пĕр çухатăва И.Даниловран тÿсрĕ) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. 3,5 очкопа В.Пастухов 2-мĕш пулчĕ, И.Даниловпа В.Дмитриев 2,5 очкопа III–IV вырăнсене пайларĕç. К.Григорьевпа В.Семенов финалта ăнăçсăртарах вылярĕç.
Мала тухнисене район администрацийĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан В.Ванерке саламласа ăнăçусем сунчĕ, парнесем пачĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика