Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемшĕн тимлĕр, вĕсене юратăр

27 ноября 2012 г.

Ĕненме те йывăр, анчах Раççейре кашни кунах тĕрлĕ ÿсĕмри 17 пине яхăн ача вăйпа пусахласа тунă преступленисенчен шар курать. Çав шутра 2 пин ача вĕлерекенсенчен инкек тÿсет, çул çитмен 10000 ытла çамрăк хăйсене вăйпа усă курса тапăннипе инвалид пулса юлать. Пурнăçĕ çамрăклах татăлнă ачасен 30–50 процентне ашшĕ-амăшĕ е вĕсене улăштаракан çынсем вĕлереççĕ. Çакă та хытă шухăшлаттарать.
Ашшĕ-амăшĕн ачисене воспитани памалли право чи пысăк тивĕçсенчен пĕри пулса тăрать. Ахальтен каламаççĕ вĕт амăшĕн сĕчĕпе ăс кĕменнине халĕ тин ăс кĕрес çук тесе. Ашшĕ-амăшĕн çавăн пек право пур кăна мар, вĕсем ачисене йĕркеллĕ воспитани пама, вĕсен сывлăхĕшĕн, вăй-халпа психика, ăс-тăнпа шухăш-кăмăл, йĕрке-тирпей аталанăвĕшĕн те тăрăшма тивĕç. 18 çула çитменнисем пурте çул çитмен çамрăксен шутне кĕреççĕ.
2012 çулхи ноябрĕн 10–20-мĕшĕсенче районта республикăри ведомствосем хушшинче “Ачасем тата çемье” акци ирттернĕ.
Çапла 2009 çулта пирĕн район территорийĕнче вăйпа пусахласа тунă 10 преступление регистрациленĕ пулнă, РФ уголовлă кодексĕн 116 статйин 1 пайĕпе – 9 тĕслĕхе, çав шутра пĕр ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшпе – 2 тĕслĕхе (хĕнесе пĕтерни е вăйпа пусахласа тунă ытти ĕçсем); РФ уголовлă кодексĕн 156 статйипе – 2 тĕслĕхе (ашшĕ-амăшĕ хăйсен çул çитмен ачисене воспитани памалли тивĕçне пурнăçламанни). 2010 çулта çул çитмен çамрăк ачасем тĕлĕшпе 5 преступлени тунă, РФ уголовлă кодексĕн 116 статйин 1 пайĕпе уголовлă ĕçсем пуçарнă.
2011–2012 çулсенчи тапхăрта çул çитмен ачасене хĕнесе пĕтерсе сиен кÿнĕшĕн РФ уголовлă кодексĕн 116 статйин 1 пайĕпе 7 уголовлă ĕç пуçарма тивнĕ (Чутей ялĕнче – 2 ĕç, Енĕш Нăрвашра, Тушкилте, Кивĕ Пуянкассинче, Кармалта, Тăвай ялĕнче – пĕрер ĕç).
Пур уголовлă ĕçе те судра пăхса тухнă, айăплисене условнăй айăплав панă. Хăйĕн тăван мар ывăлĕпе питĕ хаяр пулнăшăн 1 ашшĕнне ирĕкне туртса илнĕ.
Пур тĕслĕхре те тенĕ пекех çул çитмен çамрăксен ашшĕсене уголовлă яваплăх тыттараççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем ÿсĕрпе тĕрлĕ сăлтав тупса ачисене хĕнесе тăкаççĕ, вĕсен кăмăлне хуçаççĕ, ÿт-пÿпе чунне ыраттараççĕ, çĕрле урама кăларса яраççĕ, магазина эрех илме кайма хăвалаççĕ, темĕн те пĕр каласа кÿрентереççĕ, хăратса пĕтереççĕ, çĕрле хăйсене хаяр тытнипе ачасен канăçне, ыйхине çухатаççĕ, пурнăç интересне пĕтереççĕ. Çав вăхăтрах ачисем тĕрĕс-тĕкел ÿсчĕр, лайăх воспитани илсе обществăшăн усăллă, тÿрĕ кăмăллă çынсем пулччăр тесе тимлемеççĕ.
Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсене пурнăçламаншăн 2012 çулта Тăвай районĕнчи полици уйрăмĕпе 49 ашшĕ-амăшне РФ КоАПăн 5.35 статйипе явап тыттарнă.
Ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарма 5 материал пухнă, судсем вĕсенчен тăваттăшне пăхса тухса тивĕçтернĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика