Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тукай Мишер хĕрĕсен команди - çĕнтерÿçĕ

24 ноября 2012 г.

Ноябрĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин «Шкул тулашĕнчи ĕçĕн «Эткер» центрĕ АУра «Возродим утраченное» ятпа республикăри ача-пăча краеведени экспедици отрячĕсен слечĕ иртнĕ. Ăна 3 тапхăрпа йĕркеленĕ. Унта финала тухма пултарнă 10 отряд хутшăннă.

Слета хутшăнакансене тĕпчев валли çак темăсене сĕннĕ:

— авалхи чăваш календарĕ;

— марисен тĕрринчи тĕн символики;

— тутарсен наци апат-çимĕçĕ;

— авалхи Атăл çи халăхĕсен тăршшĕн, йывăрăшĕн, лаптăк виçисем, укçа единицисем;

— наци медицини.

Пирĕн районтан çак экспедицие Тукай Мишер вăтам шкулĕн «Мега Нано Супер Кыз» отрячĕ хутшăннă. Хăйсен тĕпчев ĕçĕ валли вĕсем «Тутарсен наци апат-çимĕçĕ» темăна суйланă. Г.Д.Зарипова тата Р.Г.Зинатуллина педагогсем ертсе пынипе ачасем Тукай Мишер ялĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă, авалтан пыракан халăх рецепчĕсемпе паллашнă. Чылайăшĕн амăшĕсемпе асламăшĕсем тутар халăхĕн апат-çимĕçĕсем çинчен каланипе çеç мар, вĕсене пĕçерсе те панă. Çавăн пекех ачасем тутар халăхĕн савăт-сапипе, авалхи кăмакисемпе паллашнă, тутар халăхĕн сĕтел хушшинчи этикетне тĕпченĕ.

Экспедицинчи чи хастар ачасем республика шайĕнче иртекен слета хутшăнчĕç. Пирĕн отряд 4—8 классенче вĕренекенсенчен пулчĕ. Çавăнпа та ытти отрядсем аслă классенче вĕренекенсенчен тăнине асăрхасан питĕ пăшăрхантăмăр. Анчах кăлăхах. Пирĕн хĕр ачасем хăйсене лайăх енчен çеç кăтартса пачĕç, мала тухса «Чăваш Енри чи лайăх ача-пăча краеведени экспедици отрячĕ — 2012» ята тивĕçрĕç. Алия Зарипова, слета хутшăнакансенчен чи кĕçĕнни пулсан та, «Чи ăслă тавра пĕлÿçĕ» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Гузель Зарифзяновăпа Гузель Зарипова «Тутар халăхĕн сĕтел хушшинчи этикечĕ» тĕпчев ĕçĕпе виççĕмĕш вырăна тухрĕç.

Çак мероприятие хатĕрленме пулăшнăшăн Ф.А.Гибатдинова тата Тукай Мишер ял çыннисене чĕререн тав тăватпăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика