Испуханское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Черетлĕ Президент саламĕ

11 августа 2012 г.

Пирĕн çĕр-шывра патшалăх аслă ăрури çынсене яланах хисеп тунă, сума сунă. Юлашки вăхăтра Аслă Аттелĕх вăрçин 90 çул тултарнă тата аслăрах ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене юбилей ячĕпе саламласа Президент Çырăвĕпе чысласси ырă йăлана кĕчĕ.

Районти чылай хисеплĕ ватă – М.А.Павлова (Туканаш), А.К.Плисова (Турхан), О.И.Терушкина (Атнар), А.А.Ксенофонтова (Тури Çĕрпÿкасси), М.И.Софронова (Штанаш), М.Т.Мамуткина (Питĕркасси), М.Л.Селивестрова (Березовка), А.Ф.Архипова (Карăкçырми), В.А.Капралова (Кив Ирчемес) – Раççей Президенчĕн ăшă саламлă Çырăвне тивĕçрĕç те ĕнтĕ. Çак кунсенче районти тата тепĕр ватă патне Президент саламĕ çитрĕ.

Мăн Этмен ялĕнче пурăнакан Анна Павловна Сухова августăн 3-мĕшĕнче юбилейне паллă тунă. Кинемие çут тĕнчене килнĕренпе 90 çул çитнĕ ятпа Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин саламланă. Президент саламне хисеплĕ ватă патне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров çитернĕ. Паллă пулăмпа саламланă май вăл хăйĕн сăмахне парнесемпе çирĕплетнĕ.

Анна Сухова та вăрçă вăхăтĕнче ыттисемпе танах çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă, мирлĕ вăхăтра вара шкулта тирпейлÿçĕре ĕçленĕ. Халĕ кинеми пĕчченех пурăнать, анчах та тăванĕсем ăна пăхсах, пулăшсах тăраççĕ. Анна Павловнан вара, сумлă çулĕсене пăхмасăрах, ăс-тăнĕ çивĕч, вăл ырă шанăçпа пурăнать.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика