Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçуллă ĕçлесси çынран нумай килет

16 ноября 2012 г.

Тăвай тăрăхĕ юлашки вăхăтра лайăх еннелле чылай улшăнчĕ. Çакна килен-каян тÿрех асăрхать. Район, ял тăрăхĕсен центрĕсем типтерлĕрех, тасарах курăнма тытăнчĕç. Чечек клумбисем, йывăçсемпе тĕмсем çу кунĕсенче таврана илем кÿрсе тăраççĕ. Пурăнмалли çĕнĕ çуртсем, вак предпринимательлĕх объекчĕсем çĕкленеççĕ, юхăннă çуртсенче пурăнакансем, çамрăк çемьесем, тăлăх ачасем çĕнĕ, хăтлă хваттерсене пурăнма куçаççĕ. Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене, вĕрентÿ учрежденийĕсен çурчĕсене тĕпрен юсас, хваттерсене харпăр хăй хутса ăшăтмалла тăвасси çине куçас ĕçе пуçарса ячĕç. Чăн та, хваттер хуçисен укçи-тенкипе, анчах темиçе çул каяллахи пек коммуналлă услугăсемшĕн укçа тÿлесен те хĕл кунĕсенче шăнса ларни мар, хуть мĕншĕн тÿленине пĕлетĕн.
Район центрĕнче иртнĕ çул ача-пăча паркĕ, кăçал ку чухнехи физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлчĕç. Тăвай тăрăхĕнче те хресчен фермер хуçалăхĕсем, вак предпринимательлĕх пысăкрах хăвăртлăхпа аталанма тытăнчĕç. Ялсенчи компактлă комплекслă строительство малалла вăй илсе пырать, урамсем асфальтпа витĕнеççĕ. Ялсен сăн-сăпачĕпе тавралăх кăна мар, çынсем те ырă еннелле улшăннăн туйăнаççĕ. Вĕсен сăн-пичĕ çуталчĕ, унчченхи сÿрĕклĕх, сирĕлсе пĕтми нуша вырăнне куçĕсенче ĕçлĕлĕх, ĕмĕтлĕх, кăмăл ырăлăхĕпе пурнăç хавхине куратăн. Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем, телевидени район çинчен тăтăш ыррине çутатма тытăнчĕç. Мĕнре-ха Тăвай феноменĕн вăрттăнлăхĕ? Çак эрнере район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ю.Васильевпа тĕл пулса калаçнă хыççăн ман малтанхи шухăш тата ытларах çирĕпленчĕ: çитĕнÿсем нумай чухне коллектива кам ертсе пынинчен килеççĕ. Юрий Егорович администрацие ертсе пынă кĕске вăхăтрах район пурнăçĕнче, çынсен ăс-хакăлĕнче ырă улшăнусем палăрчĕç. Хуçа ячĕпе мухтав юрри юрлани мар ку, нумай-нумай çын шухăшĕ. Çак кĕске тапхăрта та район талпăнса ĕçлерĕ, малалла тата лайăхрах ĕçлес шухăш-ĕмĕтпе пурăнма тытăнчĕ. Тепĕр уйăхран вăл администрацие ертсе пыма тытăннăранпа лăпах 2 çулталăк тултарать. Çавăнпа та район пурнăçĕн хăш-пĕр саманчĕсем çинче чарăнса илни ытлашши пулас çук.
Кунта ĕçлеме пуçлас умĕн районта ун çинчен Элпуç ялĕнче çуралса ÿснине пĕлнисĕр пуçне çынсем нимех те пĕлместчĕç. Паян вара Тăвай тăрăхĕнче ăна палламан çын çук. Тăван тăрăха килсенех районпа, кашни ялпа, ĕç коллективĕсемпе паллашнинчен, ветерансемпе, ялти интеллигенципе тĕл пулнинчен тытăнчĕ вăл. Эпĕ ăнланнă тăрăх, унăн тĕп шухăшĕ çапларахчĕ: капла пурăнма юрамасть, пурнăçа çĕнĕ чĕм кĕртмелле. Лайăх пурнăçа никам та килсе туса памасть, ăна хамăрăн кулленхи ĕçпе кăна улăштарма пултаратпăр. Ун чунри хĕрÿлĕхне илтекенсен, ăна шанакансен, ĕненекенсен йышĕ хушăнсах пычĕ, мĕншĕн тесен хăй калакан сăмахсене вăл ĕçпе çирĕплетсе пыма тăрăшрĕ. Вăл çынна, унăн пурнăçĕпе ĕçне тĕпе хурса ĕçленине ырламалла. Йывăр-и пурне те илтме, пурне те пулăшма тăрăшакан ертÿçĕ пулма? Паллах.
–Манăн лайăх вĕрентекенсем пулнă, тавах вĕсене уншăн. Маншăн çынсем пурте тан, эпĕ вĕсене ку апла-ха, ку капла-ха тесе сортламастăп. Эпĕ суйлав вăхăтĕнче хамшăн оппонент пулнă çынсемпе те кайран юлташлах калаçатăп, вĕсене хисеплетĕп. Çынна хăвăнтан пистермелле мар. Вĕт пурнăçа çав çынсемпех лайăхлатмалла, – тет Юрий Егорович.
Иртнĕ çуркунне района республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килнĕччĕ, ĕçлĕ тĕл пулура вăл тăвайсене республикăри ăмăртура хыçалти вырăнсенчен пĕрне йышăннăшăн критикленĕччĕ те. Юрий Егорович Михаил Васильевича çитменлĕхе пĕтерме, район малти вунă вырăнтан пĕрне йышăнасса шантарчĕ. Сăмаха тытни халăх умĕнчи сумне татах ÿстерчĕ. 2011 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕпе (унта 187 кăтарту кĕрет) тăвайсем унчченхи 20-мĕш вырăнтан елчĕксемпе патăрьелсем хыççăн тÿрех виççĕмĕш вырăна çĕкленчĕç!

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика