Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăлах Аксар та, Аттила патша та

19 октября 2012 г.

Пуçласа эпĕ ăна çавнашкал тумпа районти ĕçпе юрă уявĕнче куртăм. Рыцарь теес – рыцарь мар. Хăш çĕр-шыв патшине сăнлать-ши ку тесе те шутланăччĕ. Пуçĕнче йĕс пластинăсемпе илемлетнĕ шлем евĕр япала, çи-пуçĕ капăр, уринче атă, çумĕнче хĕç çакăнса çÿрет. Юнашарах çамрăк сыхлавçи утать. Сăнран паллатăп-ха çак кĕрнеклĕ чăваша, вăл “Аксар” студие никĕслекен. Алексей Васильевич Иванов – унăн тулли ячĕ-шывĕ, Енĕш Нăрвашран. Имене-именех ыйтрăм хăй кама сăнарласшăн пулнине.

–Эпĕ хунсен патши Аттила пулатăп, – хуравларĕ Алексей Васильевич. Аттила тесенех Европăпа Азие сехĕрлентерсе тăнă хунсем аса килчĕç. Китай вĕсенчен хÿтĕленме тем тăршшĕ чул стена купаланă. Хунсем вĕт чăвашсен авалхи йăх тăхăмĕсем. Аттила патшана вара хисеплесе те шикленсе “Турă саламачĕ”, тенĕ. Вăл хунсен йăхĕсене пĕрлештерсе вăйлă патшалăх туса хунă, Рим империйĕ çине походпа çÿренĕ. Эппин Аксар халăхăмăра авалхи йăхсен мăнаçлăхне, вăй-хăватне тавăрса парасшăн. Тумĕ-юмĕ, тыткаларăшĕ килĕшет, хăюллă та паттăр тытать хăйне. Уява илемлетекен сăнар. Нумайăшĕ тĕлĕнсе пăхать ун çине, ăнкарасшăн вăл кам пулнине.

Алексей Васильевич Енĕш Нăрвашра çуралса ÿснĕ. 7 класс хыççăн Шупашкарта математикăпа физикăна тарăнрах вĕрентекен 2-мĕш шкул-интернатра вĕреннĕ, ун хыççăн – Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетĕнче. Вĕренсе тухсан “Элара” заводра конструкторта вăй хунă. Тăхăрвуннăмĕш çулсенче хăйĕн бизнесне уçнă – “ДИАЛ” ОООпа “Аксар” студие. Студи чăваш эстрада юррисене кассета çине çырса халăх хушшинче салатать. Çак ĕçе вăл йăлтах хăйĕн укçи-тенкипе йĕркеленĕ. Паллах, ăна çăмăл пулман. 20 çула яхăн отпускра канман, тăраниччен çывăрман, вĕçĕм ĕçленĕ. Çавах та пасар саманинче хăйĕн вырăнне тупнă. Паянхи кун студи чăвашла фильмсем те, картинăсем те ÿкерет. Алексей Васильевич вара республика, тăван ял патриочĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче, вăл пысăк тÿпе хывмасăр мар, ялти шкулта наци кĕрешĕвĕн (пиçиххи çыхса) секцине йĕркелесе ячĕç. Вăл, кĕрешÿ федерацийĕн республикăри ертÿçин çумĕ (вице-президент) пулнă май, спортăн çак енне аталантарас енĕпе нумай тăрăшать: спортсменсене тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнма, республика тулашне тухма укçа-тенкĕпе, тумсемпе тивĕçтерет. Тăван шкула вара кăçал кĕрешÿ кавирĕ парнелерĕ. Ăмăртусем йĕркелеме хутшăнать, малтисене хавхалантарать. Кĕске вăхăтрах çамрăк кĕрешÿçĕсем республика шайĕнче кăна мар, Атăл çи федераллă округра та малтисен йышне кĕме тытăнчĕç. Вăл спортсменсене кăна мар, писательсене, композиторсене, художниксемпе кинематографистсене, сывă пурнăç йĕркине сарма пулăшакансене те хавхалантарать. Вăл чăвашлăхшăн çунакан, ăна çĕклеме ĕмĕтленекен Аксарпа Аттила. Çунатлă, хастар çын.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика